Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче вырăнта ял хуçлăх таварĕ туса илекенсен 24 уйăхран аслă мар мăйракаллă шултра выльăх çитĕнтерсе самăртнăшăăн субсиди памалли программăпа субсиди илмелли майсене сарасси çинчен калакан постановлени проектне ырласа йышăннă.
«2023 çулта регионта пуçласа фермерсене мăйракаллă шултра выльăх самăртнăшăн субсиди памалли программа вăя кĕнĕ. Ку мера Чăваш Енре ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене палăрмаллах пулăшу панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен пысăк тăкакĕсене тата çĕршывăн апат-çимĕç суверинитетне шута илсе ăна 2025 çулта çĕнĕрен пуçарса яма йышăннă»,— палăртнă ЧР Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова.
Çĕнĕ правилăсем Чăваш Енре регистрациленнĕ тата субсиди илме тăрăшакан фермерсене çулталăк вĕçлениччен мăйракаллă шултра выльăх ашĕ туса илсе ăна республикăра тата çавăн пекех кÿршĕллĕ регионсен рынокĕсенче тата çĕршыври суту-илÿÿ площадкисенче сутма майсем туса параççĕ.
Асăннă йышăну Чăваш Енри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене пулăшу парассине вăйлатать тата АПКн çынсемшĕн питĕ кирлĕ экономика секторне çирĕппĕн аталанма майсем туса парать. 2025 çулта асăннă программăна пурнăçлама 44,7 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.
Палăртма кăмăллă, кăçал халех ĕнтĕ ял хуçалăх таварĕ туса илекен виçĕ предприятие 4,6 миллоион тенкĕлĕх (232 тонна ытла выльăх ашĕшĕн) патшалăх пулăшăвĕ панă. Çулталăк вĕçлениччен вара тата 62 предприятие субсиди пама палăртаççĕ, вĕсем калăпăшĕпе 2000 тонна ытла мăйракаллă шултра выльăх ашĕ туса илессе шанаççĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби