Сăн-пит çинче кун-çул утти.
Тавах, аттем, тавах, аннем,
Эсир - тăван кĕтес çути.
2010 çулхи августăн 3-мĕшĕнче «Ял ĕçченĕ» хаçатра «Лар, аттеçĕм, юнашар» интервью жанрĕпе çырнă материал пичетленсе тухнăччĕ. Калаçăва çак ыйтуран пуçланăччĕ:
- Мĕнлерех пулнă-ши санăн ачалăху, атте/ Акă мĕн хуравланă:
- Ачалăх вăл ачалăхах. Унта савăнăçĕ те, пăшăрханăвĕ те пĕр çĕрте. Пиччесемпе шăллăмсем халĕ те куç умĕнчех. Эпир, ултă пĕр тăван, атте-анне çуначĕ айĕнчен вĕçсе тухрăмăр. Аннене аса илсенех чун хурланать, питĕ хитреччĕ те ырă кăмăллăччĕ вăл пирĕн. Шел, кун-çулĕ ир татăлчĕ. Атте çирĕпчĕ, 94 çул таран пурăнчĕ.
... Ашшĕ Кузьма Михайлович, Ванюкпа Герман аслă пиччĕшĕсем тăшмана хирĕç фронтра çапăçнă. Килте амăшĕ, пĕчĕк шăллĕсем юлнă. 1942 çулта 76 ĕç кунĕ тунă 11 çулхи Виталий. Амăшĕ чирлесен ун вырăнне фермăна сурăх пăхма çÿренĕ, лавпа тислĕк тăкнă. Шкула пăрахма тивнĕ. Çуллахи кунсенче каçхине ирччен колхоз лашисене курăк çитерме уя илсе тухнă. Ытларах арçын ачасем çÿренĕ унта. Пĕррехинче ир кÿлĕм кăвайт сÿнесрен юлташĕсем кивĕ улăм купи патне яраççĕ ăна. Вăл пĕр ытам улăм туртса илет кăна, унта кашкăр шăмă кăшласа выртнине курах кайнă. Хăрамаллипех хăранă! Ача тăнне çухатнă. Кашкăрĕ хăй хăраса тарнă.
Вăхăт иртнĕ май çамрăк техника патне туртăннă. Тăвай МТСне трактористсен курсне çырăнать. Часах Виталий колхоз уйне ака-сухана тухать, хуçалăхри ытти ĕçсенче хастарлăх кăтартать.
1950-1953 çулсенче çар хĕсметĕнче тăрать. Салтак явапне пурнăçлама Баку хулине лекет. Чăваш ачи хăй те «хĕвеллĕ вырăнтан» пулнă-ха, анчах çак енчи çанталăк тата шăрăхраххине пĕрмай аса илетчĕ. Тинĕс çывăх пулни çеç хăтарнă.
1953 çулхи март уйăхĕнчи «На страже» ятлă çар хаçатĕн-чен: «Мастерски овладел специальностью рядовой Михайлов. Благодаря отличным техническим знаниям, умелому уходу и эксплуатации автомашины, воин добился значительного увеличения пробега авторезины. Комсомолец В.Михайлов награжден знаком «Отличный шофер». Командир части предоставил передовому воину кратковременный отпуск с поездкой на родину». Сăн ÿкерчĕк- пе çакăн пек содержаниллĕ материал пичетленнĕ Тăвай каччи çинчен. Шухăшланă та Виталий, киле кайса çÿ- риччен, вăхăчĕ сахал тата, отпуск шучĕпе çар службин срокне чакарма ыйтнă. Чăнах та, иртерех янă ăна киле. Е тата, хĕсмет вăхăтĕн-чех çар автоинспекторĕ-сен шкулĕнчен вĕренсе тухать вăл. Унтан хăй полкра шоферсене вĕрентсе ха- тĕрлеме пуçлать. Служба вăхăчĕ тухсан тÿрех Герман пиччĕшĕ патне Тула облаçĕн-чи Белев хулине кĕрет. Виçĕ çул хушши инвалидсен çуртĕнче шоферта тимлет. Çакăнта юлма кăмăл та пулнă, анчах ашшĕ ачисене яла чĕнет, пулăшу ыйтать.
Яла таврăнсан Канашри АТПна вырнаçнă Виталий. 1956-1957 çулсенче автобус рулĕ умне ларса кунсерен рейса тухнă, пассажирсене çитес çĕре çитернĕ. Техникăна ялан тирпейлĕ тытнă, ыттисенчен те çавнах ыйтнă.
«Пурнăç çынни» текен каларăш пур халăхра. Чăнах та, чăннипех çавăн пек калама пулать атте çинчен. Вăл хăйĕн ĕмĕрне тĕллевсем лартса пурăннă. Хăш-пĕрисем пурнăçлама пултарайманнисем те пулнă, анчах вĕсем малашлăх çулне уçса пыма пулăшнă.
60-мĕш çулсем. Тăвай шку- лĕнче тракторпа автомобиль класĕ уçаççĕ. Çав вăхăтри районти I тата II класлă водительсем ахăртнех пурте Виталий Кузьмич алли витĕр тухнă. Кăнтăрла вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ, каçхине спортпа техника клубĕнче ?СТК% - çитĕн-нисене. Каярах, ялта Канашри автошкул филиалĕ уçăлсан, унта нумай çул ĕçленĕ. Темиçе ушкăн вĕрентсе кăларнă. Часах «Автодело» ĕçне хĕрсем те вĕренме пуçланă. Занятисене ирттерме пĕлнĕ, теорипе практикăна пĕрле çыхăнтарса çирĕп пĕлÿ панă. Ача чунне ăнланма, курма пĕлнĕ вăл. Чăн-чăн вĕрентекенĕн çапла пулмалла та.
Ырă ĕçĕн - ырă çимĕçĕ. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче вун-вун çын республика шайĕнчи тава тивĕçлĕ хисеплĕ ĕçченсем. Районти предприятисенче, колхоз-совхозсенче ĕçпе палăрнă, мухтава тивĕçнĕ çÿллĕ шайри специалистсем вăй хунă.
Умра 2000 çулхи «Ял ĕçченĕ» хаçатăн августăн 4-мĕшĕнчи номерĕ. И.И.Соловьев журналист «Тăвай Кулибинĕ» ятлă очерк пичетлесе кăларнă. Унти йĕркесем: «Техника чунне никам та ун чухлĕ ăнланмасть пуль. Çĕршер çамрăка пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.
Виталий Кузьмич темиçе мини-трактор, çăмăл машина, кран, аэроçуна ăсталанă. Чăннипех Тăвай Кулибинĕ».
Çын пурнăçĕ вĕçĕмсĕр мар. Епле пурăнасси çеç хамăртан килет. Самана уттинчен юлмасăр пымаллине пĕлнĕ атте. Йывăр самантсем пулсан та «малалла кăна!» теме юратнă, çакăнпа ыттисене те хавхалантарнă. Ăшри темле асамлă вăй-хăватпа çынсене хăй патне туртнă вăл. Ватти-вĕт- типе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Хаваслăхĕпе шÿтлĕхĕ те унраччĕ. Балалайкăпа купăс янратсан кил хăнисем ташша ямасăр чăтаймастчĕç.
1995 çул. Шупашкартан «Çемье» телепередача ÿкерме килчĕç. Ертсе пыраканĕ Михаил Желтов ?Сарри Мишши%, сăхăтпуçсемччĕ. Çав кун вара атте ăсталанă пĕтĕм техникăна ÿкерсе кайрĕç. Пĕчĕк тракторсемпе чупса кăтартрăмăр. Кĕçех сенкер экран çине кăларăм эфира тухрĕ. Кассета çине çырса илтĕмĕр. Çапла вара атте сăнĕпе сасси упранса юлчĕç.
Кил тесе пурăнмалли вырăна кăна каламаççĕ. Кил - вăл çемье вырнаçнă йăва. Кунта темиçе ăру пурнăç тути-масине ăнланса илме пултарнă. Ырă чăваш йăлипе, ывăлсен хăйсен ĕмĕрĕнче çурт лартмалла. Михайловсен ашшĕн кил-çурчĕ çемьеленнĕ ывăлĕ-сене тăвăр пулнă. Ялта Мулкач ?Зайцев% текен пурăннă, хуçисем тухса кайнă ялтан, пушă паçма. Атте Эль шывĕ хĕрринче вырнаçнă çак пĕчĕк кивĕ пÿрте сутăн илет. Пилĕк стеналлă йывăç пÿрт лартма тытăнать çемйипе. Ĕçĕ нумай: пĕренисене турттарса килмелле, чутламалла, ухтармалла. Тăванĕ-сем, юлташĕсем пулăшнă. Атте хăй те ăста пулнă. Тĕлĕнмелле те, хăй тунă станокпа хăмасене яп-яка çурса кăларатчĕ.
Эпĕ, пĕчĕкскер, урай хăми сарсанах ун тăрăх пĕрремĕш чупса кайнă иккен. Мĕнле савăннă çак самантпа аттепе анне! 1958 çулта çĕнĕ çурта пурăнма куçнă çемье.
«Паян чул кăларма кайрăмăр - пĕр пысăк купа туса хатĕрлесе хăвартăмăр. Ку никĕс яма çитмĕ. Тата нумай кăлармалла»,- тесе çырнă атте хăйĕн кун кĕнекинче ?дневникĕнче%. Вăл вара самаях хулăн унăн.
Тăвай ялĕ çумĕнчи тарăн çырмасенчен шурă чул кăларнă халăх. Тем пысăкăш хăпса тухнă çĕр айĕнчен. Ăна ватнă, пайланă. Йывăр ĕç пулнă. Çапла нимелле, йышпа ĕçлесе ялта кил-çурт çавăрнă çынсем.
Мĕн вăл телей/ Çак ыйту çине кашни тĕрлĕрен хуравлама пултарать. Маншăн телей - аттепе анне, çывăх çынсем юнашар пулни. Чи хакли - тăван ял, тăван кил.
Кил илемĕ - килĕшÿ. Сăмах май, аннепе атте пĕрле 62 çул телейлĕ пурăнса ирттерчĕç. Ĕçчен, сăпайлă, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентсе ÿстерчĕç вĕсем пире. Пурăннă пулсан, Виталий Кузьмич Михайлов августăн 2-мĕшĕнче 95 çул тултаратчĕ. Анне, Лидия Михайловна, ырă сывах-ха. Унăн сывлăхне тĕрĕслеме кăçал та тухтăрсем икĕ хутчен киле пырса кайрĕç. Ватăсен сывлăхне упрама пулăшнăшăн республика ертÿлĕх-не чунтанах тав тăвать вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă «Сывлăх патне утăм» социаллă проект ĕçĕ-хĕлĕпе те кăмăлласах паллашать.
Малашлăх курăмлă çынсен çирĕп кăмăлне пула пурнăçланать. Вĕсем пуласлăха ĕненеççĕ çеç мар, тăрăшсах тĕллевсем патне талпăнаççĕ. Çакăн пек çынсене ĕç династийĕ пĕрлештерет. Ачисем ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайса вĕсен ĕçне малалла тăснă тĕслĕхсем Тăвай енре сахал мар. Виталий Кузьмичăн ĕç çулне илсессĕн те, вăл пултаруллă педагог-наставник, новатор пулнине палăртма пулать. Паянхи кун та Михайловсемпе Кузьминсем вĕрентекенĕн çутă та таса ятне çÿлте тытса пыраççĕ. «Пурнăçăмăра яланлăхах шкула халаллатпăр, чĕремĕре - ачасене!»- теççĕ вĕсем.
Вĕрентекен ĕçне чунтан парăннине, çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнине пысăка хурса хакласа, 2023 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç династине Тав çырăвĕ парса чысланă. Сăмах майăн, çак йăхри çынсен педагогикăри ĕç стажĕ 350 çула яхăн.
Урамсем, кил-çуртсем... Чунлă вĕсем тем тесен те. Лаштра ватă йăмрасем темле вăрттăнлăхсем тытаççĕ. Миçе ăру пурăнса ирттернĕ çак çĕр çинче/ Камсем вĕсем, мĕнлерех çынсем пулнă/ Эпир те çавсен пĕр пĕчĕк пайăркисем. Кайăк йăвисем евĕр вырнаçса ларнă ял витĕр юхса тухакан шыв хĕррисемпе пÿртсем. Урамсенче пушанса юлнă килсем нумай. Ăçта вĕçсе тухса кайнă хуçисем/ Е яланлăхах пăрахнă тăван вырăнĕсене/ Эрешлесе илемлетнĕ кантăксенчен çынсем урамалла пăхса пурнăçпа киленнĕ. Тул çутăлнă, каç пулнă.
Ырă ĕçсем туса хăварма васканă кашниех. Çавсен шутĕн-че В.К.Михайлов та пурнăç çулне тĕрĕс утса тухнă тенĕ пулăттăмăр.
Унăн ячĕ пирĕн чĕресенче, ял-йыш, унăн вĕренекенĕ-сен асĕнче яланах упранĕ. Пурнăçри çутă тĕллевсем пурне те малалла йыхăрччăр, пурнăçланса пыччăр!
Виталий Кузьмич Михайлов 1930 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Мăшăрĕ - Лидия Михайловна, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ. Ачисем: Надежда, Юрий, Луиза. Хăйсен кун-çулне шкул ĕçне халалланă.
Профессийĕпе инженер-механик. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăвайри вăтам шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче тăрăшнă. Ĕç стажĕ 40 çул ытла, I класлă водитель.
«Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль, «Вĕрентÿ отличникĕ», ДОСААФ Тĕп комитечĕн «Хисеп палли» знакне икĕ хутчен тивĕçнĕ. Грамотăсем пирки асăнма та кирлĕ мар. Вĕсем унăн темĕн чухлех.
Пурнăç девизĕ: «Малалла кăна!»
Юратнă юрри: «Вĕç, вĕç, куккук», вĕç, куккук».
2018 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Надежда МИХАЙЛОВА, Тăвай ялĕ.
Раиса ШУМОВА хатĕрленĕ
Проект Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать