Енĕш Нăрваш территори уйрăмĕнчи волонтерсем чун-чĕре хушнипе ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли маскировка тетелĕсем çыхса ăсатаççĕ. Вĕсем хамăр боецсемшĕн те, çар техникишĕн те питĕ кирлĕ хÿтлĕх хатĕрĕ.
Пирĕн ĕç йăлтах материалсенчен пуçланать. Пĕрлехи вăйпа пухнă граждансен парнисене, укçа-тенкине, çавăн пекех уйрăм çынсен пулăшăвне пула пирĕн пата тетелсем валли никĕс тата тĕрлĕ пусма килет. Вĕсене вăрăм хăюсем çине касса хуратпăр. Материалăн тĕсĕпе фактурине фронт ыйтнипе килĕшÿллĕн суйласа илетпĕр.
Пирĕн хăтлă штаба, ĕçлемелли пÿлĕме тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисем пухăнаççĕ. Шкул ачисенчен пуçласа пенсионерсем, вĕрентекенсенчен пуçласа инженерсем таранах — кашниех хăйĕн тÿпине хывма хатĕр. Эпир шăплăхра е пурнăç çинчен калаçса ĕçлетпĕр-и, анчах яланах пĕр шухăш: фронта пулăшмалла!
Тетел хатĕр пулсан çула ăсанать. Эпир шанчăклă волонтерсемпе тачă çыхăнура: Сергей Ивановпа Сергей Павлов пирĕн тиеве чи кирлисен аллине тĕрĕс илсе çитереççĕ. Çак кунсенче 15 михĕ маскировка тетелĕ (3х6 м) тиесе ятăмăр.
Пирĕн маскировка тетелĕсем тылпа фронт пĕрлĕхĕн символĕ. Ку вăл — Тăван çĕршывран килнĕ хыпар, вĕсене асра тытнине, юратнине, килте кĕтнине пĕлтерекен паллă.
Светлана МИХАЙЛОВА, хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи