1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
1 сентября 2025 г. 9:16

Хаклă вĕренекенсем тата студентсем! Вĕрентекенсем тата ашшĕсемпе амăшĕсем!

Сире çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Пĕлÿ кунĕ — сирĕн пурнăç çулĕн çĕнĕ сыпăкĕ. Вĕренекенсен чĕринче аталану хăвачĕ тапса тăрать, кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Вĕрентекенсемпе наставниксем яланах сирĕнпе юнашар, вĕсем хавхалантараççĕ, ыранхи куна шанăçпа пăхма хăнăхтараççĕ. Шăпах вĕсем — малашлăх архитекторĕсем, çул кăтартса пыракансем, кашни çын шăпине ырăлăхпа тултарассишĕн вăй хуракансем.
Педагогсене професси ăсталăхĕшĕн, яваплă çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чĕререн тав тăватăп. Эпир Чăваш Енри ачасене — ялта е хулара пурăнаççĕ-и — тарăн пĕлÿ илме май паракан условисем йĕркелеме тăрăшатпăр.
Юлашки пилĕк çулта 24 садик, 9 шкул хута янă. Кăçал Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеçре тата виçĕ çĕнĕ шкул уçатпăр. 123 шкула тĕпрен юсанă, килес çул 38-шне çĕнетĕпĕр. Кашни пĕлÿ çуртĕнче хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăракан вĕрентÿ уçлăхĕ йĕркелетпĕр.
Хаклă ачасем, пĕлÿ — кĕнекери сас паллисем кăна мар. Вăл — çын шăпин, общество, патшалăх пуласлăхĕн никĕсĕ. Ыранхи кун çитĕнĕвĕсен тупсăмĕ. Кашни урок малашлăха — çĕнĕлĕх, ăсталăх, пултарулăх тĕнчине — ярса пуснă утăм пултăр. Вĕренĕр, тĕпчĕр!
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ кăсăклă, пуян, тухăçлă пуласса шансах тăратăп. Уявпа, хаклă туссем! Малалла çĕнĕ пĕлÿ тата çитĕнÿ патне!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Поделиться:
Распечатать