1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 6 Октябрь 2025 г.
12 сентября 2025 г. 15:12

Çĕнĕрен вăй илмелле

Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утильзавочĕ çĕнĕрен вăй илмелле. Çапла палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура.

Çĕрпÿри ветеринарипе санитари утильзавочĕн 6 кăмакаран 5-шĕ 100 проценчĕпех юхăннă. 1978 çултах хута янăскерĕн ытти оборудованийĕ, çурчĕсем те кивелсе çитнĕ. Завод вара пысăк пĕлтерĕшлĕскер - биологи каяшĕсене тирпейлессине хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Унта туса кăларакан продукци те - ашпа шăмă çăнăхĕ - выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçре пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Ăна тĕрлĕ регионти предприятисем туянаççĕ. Кăмакасене, ытти оборудование улăштармалла, автомобильсене çĕнетмелле. Кунта 32 çын ĕçлет - сиенлĕ условисенче вăй хуракансен шалăвĕ пĕчĕк. Канашлура палăртнă ĕçсене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçламалли план хатĕрлеме хушнă.

Поделиться:
Распечатать