1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
15 сентября 2025 г. 14:29

ПРЕСС-ЦЕНТР

Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 8313 гектар (79,4 процент) çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе ку вăхăт тĕлне 28586 тонна тырă çапса илнĕ. Кашни гектар вăтамран 34,4 центнер тухăç панă.

Кĕрхи тĕш тырă культурисем акасси малалла пырать, хальлĕ-хе вĕсене 1534 гектар (78,7 процент чухлĕ) акса хăварнă. Çак шутран кĕрхи тулă - 1325, кĕрхи ыраш - 209 гектар.

5 гектар севок сухан пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе - 20 тонна.

1020 гектар çинче çĕртме сухи тунă.

Хĕле хатĕрленсе утă пурĕ 7338 тонна (100,8 процент), сенаж 20613 тонна (97 процент), силос 200 тонна (2 процент) тата улăм 502 тонна е кашни условнăй выльăх пуçне 18,4 центнер апат единици хатĕрлесе хунă.

Поделиться:
Распечатать