Пĕтнĕкпе пыл курăкĕ çинчен пĕлесшĕн. Чей валли хăшĕ лайăхрах;
Зоя ПЕТРОВА
Пĕтнĕкпе (мята) пыл курăкĕ (мелисса) пирки аппăшĕпе йăмăкĕ теме пулать. Иккĕшĕ те лайăх. Хăшне суйласа илесси мĕне юратнинчен тата мĕн тĕллевпе ĕçнинчен килет.
Пĕтнĕкĕн тути те, шăрши те уçăрах, вăйлăрах. Ментол шăршиллĕ. Ун чейĕ лăплантарать, ăс-тăн ĕçне лайăхлатать, пуç ыратнинчен пулăшать. Хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн ĕçне аван витĕм кÿрет, кăмăл пăтраннинчен те пулăшма пултарать. Юн пусăмне чакарать.
Пыл курăкĕн (мелисса) тути черченрех те çемçерех. Лимон шăршиллĕ. Вăл та кăмăл-туйăма йĕркене кĕртме, пăлханнине ирттерме, ыйхă килменнинчен хăпма пулăшать. Пыл курăкĕ вар-хырăм кÿпĕнсе тăрсан лайăх, аппетита ÿстерет. Пыл курăкĕн çулçипе чей хатĕр- ленисĕр пуçне помидорпа хăяр тăварланă çĕрте те усă кураççĕ. Вăл пахча çимĕçне çирĕплĕх тата тутлă шăршă кÿ-рет. Порошок евĕр тунине купăста тăварланă çĕре те хушаççĕ.
Çапла майпа вара, кăмăл-туйăма çĕклентерес, вăй кÿртес тесен иккĕленмесĕрех пĕтнĕк суйласа илĕр. Пĕтĕм ÿт-пĕве лăштăр ярса лăпланас тесен - пыл курăкĕ.