1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:50

Асрах тытатпăр

Дмитрий Владимирович Алексеев астăвăмĕнчен çыратăп. «Пирĕн çемьерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 11-ĕн хутшăннă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вăрçăран таврăнайман, виççĕшĕ хыпарсăр çухалнă.

Манăн кукаçи анне енчен - Василий Петрович Смирнов. Вăл Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче пуçласа кун çути курнă, 1921 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ»,- тенĕ астăвăмра.

Василий ялти шкулта тăватă класс вĕреннĕ. Вăрçăччен Хусан хулинче сварщик профессине алла илме ĕлкĕрнĕ. Çакăн хыççăн ĕç стажĕ йĕркеленме тытăннă унăн, вăл Канашра сварщикре ĕçленĕ.

Çар службине Василий Петрович Канашри çар комиссариачĕ урлă кайнă, ăна 1941 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче РККАн 4-мĕш механизациленĕ корпусне кĕрекен 81-мĕш мотомеханизаци дивизийĕн 5454 номерлĕ çар чаçне янă. Дислокаци вырăнĕ - Украина Республикинчи Львов хули. Çав çулах майăн 1-мĕшĕнче присяга тытнă çамрăк.

Вăрçăпа куçа-куçăн Львов хулинче тĕл пулнă. Вăрçăн юлашки кунĕсемчченех стройра пулнă вăл. Малтанхи уйăхсенче тыткăна та лекнĕ, анчах унтан тарма пултарнă. Тыткăнра сварка ĕçĕсем тутарнă ăна. Çавăн чухне тăшманăн хăйне хуралланă ултă салтакне тĕп туса хамăр енне тарса ÿкнĕ вăл. Çапах та тыткăнра пулнине Василий Петрович мĕн ватăличченех хăйĕн ăшĕнче тытса пурăннă. 13 хутчен атакăра пулнă. Вăрçă çулĕсенче темĕнле йывăрлăха та тÿсме тивнĕ унăн. «Хĕрлĕ Çăлтăр», I степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсене, чылай медале тивĕçнĕ вăл. 1945 çулхи апрель пуçламăшĕнче «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена пама тăратнă приказра, тĕслĕхрен, çапла палăртнă: «В.П.Смирнов хĕрлĕармеец 1945 çулхи февралĕн 4-мĕшĕпе мартăн 29-мĕшĕ хушшинче батальон Одер юханшывĕ çинчи çар заданийĕ- сене пурнăçланă чухне тăшман сиенленĕ понтонсене сварка туса йĕркене кĕртнĕ чухне паттăрлăх кăтартнă. Сывлăшран бомбăсем пăрахса тата артиллерипе вăйлă персе тăрса тăшман пĕтĕм понтон паркне тенĕ пек стройран кăларнă. Вĕсене хăвăрт юсаса çарсене, артиллерие, çар хатĕрĕсене Одер юханшывĕн хĕвеланăç енчи çыранне каçарассине йĕркелемелле пулнă. Çапăçу хаяр пынă условисенче, Смирнов юлташ хăйĕн вăй-халне те, пурнăçне те шеллемесĕр 5 кун хушшинче 36 понтона юсаса ĕçе кĕртнĕ, юханшыв урлă паромпа каçассине вăхăтра тивĕçтернĕ, тăшманран туртса илнĕ плацдарма упраса хăварма май панă».

Станоклă пулемет наводчикĕ пулса та 1944 çулхи пĕр хĕрÿ çапăçура Василий Петрович тăшманăн 20 салтакĕ таран тĕп тунă, çапла майпа контратакăна сирсе яма пулăшнă. Ун пек тĕслĕхсем татах илсе кăтартма пулать.

В.П.Смирнов 1946 çулхи март уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăннă, тивĕçлĕ канăва тухичченех Тăвайри МТСра сварщикре тăрăшнă. Хăйĕн мăшăрĕ-пе, Раиса Ивановна Смирновапа пĕрле пилĕк ача çуратса воспитани парса ÿстернĕ, Тăвай ялĕнче пурăннă. Пурнăçран 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче уйрăлнă, 73 çул пурăннă. Василий Петровича Сăхăтпуç ялĕн масарне пытарнă.

 

Валентина ЛАВРОВА,

обществăлла корреспондент

Поделиться:
Распечатать