Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Нина Михайловна Михайлова çак кунсенче 90 çул тултарнă. Вăл - тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Ĕçлĕ ĕмĕрне ял хуçалăхне халалланă, нумай çул выльăх пăхнă çĕрте вăй хунă. Тăрăшуллă та яваплă ĕçпе хуçалăх экономикине аталантарма хăйĕн тÿпине хывнă.
Мăшăрĕпе çирĕп çемье çавăрса 5 ача пăхса ÿстернĕ, 8 мăнукĕпе 9 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.
Мухтавлă юбилей ку- нĕнче Нина Михайловна ячĕпе Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран Тав çырăвĕ килнĕ. Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов тава тивĕçлĕ ĕç ветеранне çырăва вуласа панă, ырă сунса ăшă сăмахсем каланă, вăрăм ĕмĕр суннă.
Алевтина УСЬКИНА