«Клиентсемшĕн тимлени – кашни енĕпех пирĕн ĕçе сăнлакан тĕп пахалăх пулса тăрать. Çакă вăл экономикăн чăн секторĕн аталанăвĕнче те - промышленноçри, строительствăри, ял хуçалăхĕнчи, социаллă сфера аталанăвĕнче те - сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿри, культурăри, спортри, эпир хамăрăн тивлетпе усă куракансен, Чăваш Енре пурăнакансен интересĕсене мала хума тивĕç. Патшалăхпа çыхăнни çынсемшĕн меллĕ пултăр, пулăшусем илесси вара - ансат та уçă, юрăхлă тата вăраха тăсăлмасăр пулмалла».