2025 çул пу-çланнăранпа Чăваш Ен ют çĕршывсене 1,5 пин тонна севок сухан ăсатнă, ку вăл - 73 парти. Продукцие Беларуç, Молдова, Казахстан, Монголи, Болгари тата Румыни туяннă. Экспорт калăпăшĕн кăтартăвĕсене пăхсан вăл пĕлтĕр-хинчен кая мар теме пулать.