1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:59

Çĕнĕ Ишпуçĕнче - çĕвĕ цехĕ

Кăçалхи çу уйăхĕнче Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче кивĕ клуб вырăнĕнче çĕвĕ цехĕ уçăлнă. Минтер, утиял пичĕсем, простынь çĕлеççĕ. Ку пархатарлă ĕçе çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Геннадий Иванович Иванов пуçăннă. «Тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр. Электропроводкăна, газпа ăшăтмалли трубасене çĕнĕрен улăштартăмăр. Нумай тăккаланма тиврĕ, паллах»,- терĕ вăл.

Кунта хальлĕхе виççĕн ĕçлеççĕ: Елена Матвеева, Светлана Краснова, Зина Никитина.

- Мĕнле шут тытнă-ха эсир çĕвĕ цехĕ уçма;

- Кивĕ клуб юхăнса ан лартăр, ял çыннисене ĕç вырăнĕ, çемйисене кăшт та пулин пулăшу пултăр, терĕм.

- Материалсене ăçтан туянатăр;

- Хуларан кÿрсе килетĕп. Пусма-таварĕ лайăх та çирĕп. Хакĕ вăтам пурăнакана тивĕçтертĕр тетĕп. Хамăр ял çыннисемпе хуларисем те, Тутарстанран та килсе илеççĕ. Килсе курма, туянма пултаратăр. Тĕрлĕ тĕслĕ наборсене те суту-илĕ- ве кăларнă. Кама мĕнли килĕшет. Суйламалăх пур.

Малашлăх плансемпе интереслентĕм. Нумаях пулмасть çĕнĕ оборудовани туяннă иккен.

-Вырăн таврашĕсĕр пуçне тата ĕç перчеткисем те çĕлеме пуçласшăн,- вĕçлерĕ калаçăва Геннадий Иванов.

Тепĕр ырă хыпар та пĕлме май килчĕ ял территори пайĕн пуçлăхĕнчен Д.Беловран. Геннадий Иванович СВОри ентешсем валли çак кунсенче 20 комплект вырăн наборĕ ăсатнă волонтерсем урлă. Çавăншăн хаçат урлă тав сăмахĕ каласа, ĕçре ăнăçу сунасшăн ăна.

Зинаида ИВАНОВА

Поделиться:
Распечатать