1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:36

Çĕнĕ палăк уçăлчĕ

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ураскассинче чаплă лару-тăрура çĕнĕ палăк уçрĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă. Палăк çинче çавăн пекех вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннисен ячĕсем те пур. Шел те, вĕсенчен паянхи кун çут тĕнчере нихăшĕ те çук ĕнтĕ.

Çак асăну объектне вырăнти халăх ыйтнипе тата активлă хутшăннипе, çавăн пекех пуçару проекчĕпе туса лартнă.

Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 миллион тенке яхăн ларнă, вĕсенчен 100 пин тенкине ял çыннисем хăйсен кăмăлĕ-пе, ыттине патшалăх уйăрса панă.

Палăка уçма халăх нумай пуçтарăнчĕ. Шкул ачисем те йышлăн килсе çитрĕç. Кашнин аллинчех чĕрĕ чечексем. Малтанах округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов сăмах илчĕ. Юлашки вăхăтра чылай ялта çакнашкал палăксем çĕнелнине, çак ĕçсене пурнăçлама пурте хастар хутшăннине палăртса хăварчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Элпуç территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов, округри Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Николаев, ял старости, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Никифоров, ялти ветерансен Канашĕн председателĕ Тамара Григорьева çак пулăм ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе питех те кирлĕ пулнине каларĕç хăйсен сăмахĕсенче.

Митингра А.М.Гаврилов ялти хастар кĕмĕл волонтерсене Тав хучĕ- семпе чысларĕ. Вĕсен шутĕнче - Тамара Иванова, Альбина Александрова, Нина Никифорова, Александра Иванова, Любовь Никандрова, Мария Ефремова, Татьяна Иванова, Таисия Трофимова. Вĕсем тăрăшсах салтаксене тата çар хатĕрĕсене хÿтĕлеме маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçрен те айккинче тăмаççĕ.

Ачасем патриотизм темипе сăвăсем каларĕç, «Тăвай ен» ансамбль, çавăн пекех Лариса Соловьева юрăсем шăрантарчĕç.

Çĕнĕ палăка Элпуç чиркĕвĕн пачăшки Василий атте сăвапларĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн палăк умне чечексем хучĕç, пĕр минут шăп тăрса вăрçă паттăрĕсене асăнчĕç.

Петр НИКИФОРОВ, Ураскасси ялĕ

Поделиться:
Распечатать