Çурла уйăхĕнче Тăвайĕнчен эпир виççĕн, Антон Краснов, Кирилл Иванов тата Святослав Алькин, Чăваш республикин команди йышĕнче Пенза облаçĕнчи çамрăк армеецсен «Гвардеец» çарпа патриотла сборне хутшăнтăмăр.
Атăлçи федераци округĕн-чи 14 регионтан аслă классенчи 300 ытла ача, çавăн пекех Донецк тата Луганск Халăх республикисенчи, Запорожье облаçĕн- чи командăсем тата Беларуç Республикинчи, Брест облаçĕн- чи çамрăксем пирвайхи хут призыв умĕнхи çар службин никĕсне алла илчĕç тата спортăн тĕрлĕ тупăшăвĕ витĕр тухрĕç. Кашни ир зарядкăран, стройпа утнинчен пуçланчĕ. Унтан тренировкăсемпе тĕрлĕ ăмăртусем кĕтетчĕç.
Çамрăк боецсен курсĕ витĕр ăнăçлă тухрăмăр тесе шутлатăп.
Пирĕн Чăваш Республикин команди чылай ăмăртура çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ретĕнче пулчĕ. Сăмахран, тĕл перессипе, автомат салатса-пуçтарассипе 3-мĕш, мини-футболпа волейболла выляссипе 2-мĕш, спорт ориентированийĕпе 1-мĕш вырăнсем. Çавăн пекех баскетбол, пейнтбол, дартс, шашка-шахмат тата сĕтелçи теннис енĕпе ăнăçлă ăмăртрăмăр.
Виçĕ эрне пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Хисеплĕ хăнасен салам сăмахĕ-сем, тивĕçлĕ наградăсемпе асăнмалăх парнесем, юратнă Тăван çĕршыва тата çамрăк армеецсен тăванлăхне парăнса тупа туни, Раççейĕн çар историйĕпе тĕплĕн паллашни, артиллеристсемпе пилотаж ушкăнĕсен чуна тыткăнлакан кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕ, çар полигонĕнче пулни тата пултарулăх концерчĕ - пурте асрах-ха.
Кăçал «Гвардеецри» смена Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕнче иртрĕ. Тăван регион чысне тивĕçлĕ хÿтĕлеме пулăшнă командăри наставниксене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Эпир - çĕршывăн пулас хÿтĕ-левçисем. «Гвардеец - 2025» сборти çар пурнăçне çывăх хатĕрленÿ- сем чăтăмлăха, дисциплинăна хăнăхтараççĕ, патриотизм туйăмне вăйлатаççĕ.
Святослав АЛЬкин, П.Х.Бухтулов паттăр ячĕллĕ
Тăвайри вăтам шкул