Тĕп библиотекăра Василий Федорович Димитриевăн «Энергетика лидерĕсем» (Лидеры энергетики) кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Тĕлпулура кĕнеке геройĕсем - районсенчи электричество станцийĕсен (РЭС) ветеранĕсем пулчĕç. Хăй вăхăтĕн-че вĕсем республикăн тĕрлĕ районĕсенче РЭС пуçлăхĕнче ĕçленĕ.
Мероприятие Канаш тата Йĕпреç энергетика ĕç тытăмĕн ветеранĕсем килнĕ. Мероприяти пуçламăшĕнче хăнасене муниципалитет округĕн социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Оксана Кириллова саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан автор кĕнеке мĕнле çурални çинчен каласа пачĕ. Унăн геройĕнчен пĕри вара - Тăвай РЭСĕн пуçлăхĕнче 35 çул ĕçленĕ, Раççейĕн хисеплĕ энергетикĕ Николай Петрович Смирнов. Вăл ĕç çулĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех ветерансем пухăннисене хăйсен ĕç-хĕлĕнчи кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕç. Хăнасен ăшă сăмахĕ те питĕ кăмăллă пулчĕ. Кĕнекепе, унти геройсемпе эсир те Тăвайри тĕп библиотекăра паллашма пултаратăр.
Татьяна МАНИШЕВА, библиотекарь