1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:41

«Эпир астăватпăр...»

Терроризмпа кĕрешессипе çыхăннă пĕр шухăшлăх кунне 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Беслан хулинче пулнă инкекпе сăлтавланă. Террористсем хулари пĕр шкула ярса илнĕ. Çав тискерлĕхре 304 çын вилнĕ, вĕсенчен 186-шĕ - ачасем.

Терроризма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче округри шкулсенче, культура учрежденийĕсенче «Эпир терроризма хирĕç» темăпа калаçусем, ытти мероприяти иртнĕ. Тăвайри культура çуртĕнче «Хозяюшка» клуб пайташĕсем киревсĕр ĕçе сивлесе «Эпир астăватпăр» асăну сехетне хутшăннă. Çав хăрушă кунсене, ним айăпсăр пурнăçĕ талнă ачасемпе аслисене аса илнĕ. Çавăн пекех Дубровкăри театр центрĕнче, Буденновскра, Первомайскинче пулнă терактсене, Мускавра, Буйнаксра, Волкодонскра çуртсем сирпĕннĕ май, Мускав çумĕнчи «Крокус сити Холл» концерт залĕнче вилнисене те асăннă.

Поделиться:
Распечатать