«Советская Чувашия» хаçат Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева асăнса çăмăл атлетикăпа йĕркеленĕ эстафета 87-мĕш хут спорт тусĕсене пухнă: 120 яхăн команда - е 800 ытла çын - старта тухнă, çав шутра Тăвай спортсменĕсем те.
Пĕрремĕш хут ăмăртăва 1932 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Çăмăл атлетсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ăнăçу суннă. «Спорт ăмăртăвĕсем туслăха çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрин вăйĕн- чен хăват илме пулăшаççĕ. Çакă пире малалла çирĕппĕн утма май парать»,- терĕ республика ертÿçи.
Спорт уявне Олег Николаев, Анатолий Аксаков, çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева, Правительство членĕ-сем, депутатсем, муниципалитетсен, предприяти-организаци ертÿçисем пуçланă - чи малтан старта тухнă. Хыççăн этафетăна Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн тата Ашшĕсен канашĕн командисем, ятарлă çар операцие хутшăнакансем тата СВО ветеранĕсем, ыттисем йышăннă.
Ăмăртăва массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем те хастар хутшăннă.