Тăвайри «Аль» спорткомплекс стадионĕнче çынсене физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарас тĕллевпе республикăри çăмăл атлетсен округри тапхăрĕ иртнĕ. Уголовнăй ĕçе пурнăçлакан тытăмăн ветеранне, шалти ĕçсен генерал-майорне Василий Валерианович Федорова асăнса чупу йĕркеленĕ. Пурăннă пулсан Василий Валерианович сентябрĕн 5-мĕшĕнче 65 çул тултаратчĕ.
нта Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова, ФСИН Чăваш Ен управленийĕн начальникĕн çумĕ Владимир Чучаков подполковник, В.В.Федоров çемйин членĕсем, Тăвайри муниципалитет округĕн командисен участникĕсем тухса калаçнă, пурне те спорт уявĕпе саламланă, ăмăртăва хутшăнакансене çĕнтерме суннă.
Виталий Валериановичăн Алексей ятлă ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче службăра тăрать: ăна хăюлăхпа паттăрлăхшăн икĕ орденпа наградăланă. А.Кириллов тĕп судья эстафета йĕркипе паллаштарнă. Округри культура ĕçченĕсем пухăннисене юрласа хавхалантарнă. Шалти службăн генерал-майорне Василий Валерианович Федорова халалланă çăмăл атлетика чупăвне УФСИН ертÿлĕхĕпе сотрудникĕсем те, Тăвай муниципалитет округĕн çыннисем, предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем, уйрăм çынсем хастар хутшăннă. Командăсен участникĕсене наградăсемпе хавхалантарнă.
Альбина НИКИТИНА