1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:33

Финансистсене чысланă

Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов финансистсен кунĕпе саламланă.

«Сирĕн професси - чи пĕлтерĕшлисенчен тата яваплисенчен пĕри. Сирĕн ăсталăхăртан, пĕлĕвĕрпе опытăртан пирĕн округăн финанс çирĕплĕхĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçласси тата çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси нумай килет. Сирĕн ĕçĕр вăл - цифрăсемпе отчетсем кăна мар, пирĕн округ пуласлăхне, кашни çемье ырлăхĕшĕн тÿпе хывни»,- тенĕ вăл салам сăмахĕнче.

Республикăра та савăнăçлă мероприятире финансистсене чысланă.

Финанс сферинчи специалистсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк профессионализмшăн тĕрлĕ наградăсемпе палăртнă. Вĕсен йышĕнче Тăвай муниципалитет округĕнчен пур:

Надежда Геннадьевна Головинана - Чăваш Ен Финанс министерствин Хисеп грамотине*

Елена Валерьевна Павлована - Чăваш Ен финанс министрĕн Тав сăмахĕпе*

Наталия Николаевна Суркинана - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе.

Раиса ВАСИЛЬЕВА

Поделиться:
Распечатать