1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 10:00

Хастар спортсмен ячĕпе

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Чутей стадионĕнче хастар футболиста, Чутейре çуралса ÿс- нĕ Артур Мясникова асăнса мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Кунта 7 команда хутшăннă: Чутейпе Тăрмăшран 2-шер команда, Кармал, Тăвай, «Була» (Елчĕк МО).

Вăййа хутшăнакансене Чутей территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Белов саламланă. Турнир ăшă та туслă атмосферăра иртнĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре Елчĕкрен килнĕ хăнасем ăстарах пулнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Чутей - 2» тата «Чутей - 1» командăсем йышăннă.

Турнира йĕркелекенсем çĕнтерÿçĕсене кубокпа тата дипломсемпе наградăланă. Çапла çулленех хăйсен юлташне, пултаруллă спортсмена асăнса вăйă ирттереççĕ чутейсем.

Зинаида ИВАНОВА

Поделиться:
Распечатать