1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:55

Икĕ хут ытларах ĕç тума палăртатпăр

«Конкуренцире чи вăйлисем çĕнтереççĕ»,- ку вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев калани. Чăваш Ен çитес 5 çулта мĕнлерех пулĕ; «Пĕтĕмĕшле сăмахсемпе калас пулсан, тепĕр пилĕк çултан пирĕн республика тата çирĕп аталанĕ, çынсене кунта пурăнма меллĕ, хăтлă тата хăрушсăр та шанчăклă пулĕ. Пурнăç пахалăхĕн никĕсĕ - экономика аталанăвĕ. Иртнĕ çула эпир регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн 600 миллиард ытла тенкĕлĕх калăпăшĕпе вĕçлерĕмĕр. 2030 çул тĕлне çак виçене пĕр триллион тенкĕне çитересшĕн», -тенĕ Олег Алексеевич.

Электромеханика отраслĕ - пирĕн флагман. Тĕллев - ку енĕпе лидер пуласси. Малалла - машиностроени. Эпир пысăк тракторсем тăвас енĕпе вăйлă ĕçлетпĕр. Халĕ пĕчĕкрех хăватлисем тăвассине те алла илетпĕр. Коммуналлă хуçалăх тата ял хуçалăхĕ валли те тракторсем кăларатпăр.

Тепĕр çул-йĕр - хими. Станоксем туса кăларасси те çĕршывăн технологи суверенитечĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл, ытларах пир-авăр станокĕсем кăларатпăр. Иртнĕ пилĕк çулта республика промышленноçа пулăшу парассине, ун пирки маларах та çырнăччĕ хаçатра, 30 хут ÿс- тернĕ. Промышленноç çитĕнĕвĕсем паян - пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ. Ăна аталанма малашне те пулăшасса шантарнă республика ертÿçи.

Чăваш Ен ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă регион шутланать. «Паян эпир республикăна тĕп апат-çимĕçпе туллин тивĕçтертĕмĕр. Çĕршывра кун пек регионсем чăннипех сахал»,- палăртнă Олег Николаев. Çĕр улмине хамăра кирлинчен икĕ хут ытларах туса илетпĕр. Çăмарта - усă курнинчен 135 процент ытларах. Çитес çулсенче ку кăтарту 150-160 процента çитессе, ку енĕпе хушма производствăсем хута каясса шанать.

Паян эпир севок сухан туса илессипе те малта. Сăмах майăн асăнсан, пирĕн Тăвай округĕнчи Андрей Кузнецов фермер та 5 гектар çинче çитĕнтернĕ ăна. Республика хур какайне кăна мар, «макулинская» ăратлă хурăн çăмартисене те сутать. Хăмла туса илессипе тата ăна тирпейлессипе те Раççейре малта пыратпăр. Тĕллев - хăмла пахчине 2 пин гектара çитересси, çуллен 3700 тонна таран хăмла туса илме тытăнасси. Комбайнсене, сушилкăсене, ытти оборудование те йăлтах хамăрăн предприятисенче туса кăлараççĕ. Вĕсемпе ытти региона та тивĕçтерме майсем пур.

Продукци экологи тĕлĕшĕнчен таса пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн хурт-хăмăрçăсем, сăмахран, «Чăваш пылĕ» бренда регистрациленĕ. Чăваш пылĕ уйрăлса тăрать, ăна урăхларах туса илме тата хитре савăтсемпе яма пуçланă.

«Кашни хăйĕн ĕçĕнче чи лайăххи пулма тăрăшмалла. Эпир производствăра пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем тăватпăр-тăк конкуренцире мала тухма пултаратпăр. Пирĕн экономикăна Раççей Президенчĕ палăртнă наци тĕллевĕсене тивĕçтермелле аталантармалла. Çĕршыва пирĕн компетенцисем кирлĕ пулччăр.

Социаллă сфера та малта пулмалла. Илĕпĕр, вĕрентĕ- ве. Вăл - çыншăн пурнăçри вырăнне тупмалли, аталанмалли çул-йĕр. Çавăн пекех - экономикăна витĕм кÿмелли, ĕçлеттермелли никĕс те. Чăваш Енре пилĕк çулта çĕнĕ 9 шкул тата 24 ача сачĕ хута янă. 6 шкул строительстви малалла пырать. 111 пĕлÿ çуртне, 38 садике, 94 шкулăн стадионне тĕплĕн юсанă. Çитес 5 çулта тата ытларах юсаса çĕнететпĕр, тенĕ Олег Николаев. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿ- кеçре 3325 вырăнлăх виçĕ çĕнĕ шкул уçăлнă. Чăваш Енре кашни кун 1-11 классенче вĕренекен 13,5 пин ача 407 шкул автобусĕпе усă курать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн, сăмахран, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкула та çĕнĕ шкул автобусĕ- пе тивĕçтернĕ. Производствăна тата республикăна пĕтĕмĕшле аталантарас тĕллевпе вузсен хушшинчи кампуса тăвас енĕпе хастар ĕçленине те палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пулас çамрăк специалистсем ăслăлăхпа тĕпчев, сăнавсемпе конструктор ĕçĕсене хастар хутшăнĕç. Вĕсем аслă шкулсенчен производствăсене кайĕç.

Çын пурнăçне пысăк витĕм кÿрекен тепĕр отрасль вăл - сывлăх сыхлавĕ. «Манăн шухăшăмпа,- тенĕ Олег Николаев,- чăваш медицини - çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри. Çакна рейтингсем те çирĕплетеççĕ. Цифровизаци енĕпе эпир малтисен йышĕн- че. Тин çуралнă ачасен пурнăçне упраса хăварассипе нумай çул пĕрремĕш вырăнта пыратпăр. Пирĕн медицинăра харпăр хăй отраслĕнче малта пыракан специалистсем вăй хураççĕ. Ытти нумай çул-йĕрпе те лайăх шайра».

Сывлăх сыхлавĕнче çак йĕркене пăхăнса ĕçленине палăртнă республика ертÿçи: пĕрремĕшĕ - чирсене профилактика тăвасси тата вĕсене чи малтанхи тапхăрта тупса палăртса вăхăтра медицина пулăшăвĕ парасси. Чи кирли - диспансеризаци тухни. Чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртас тĕллевпех кăçал «Сывлăх патне - утăм» проект пуçарнине каланă.

Иртнĕ 5 çулта республикăра ФАПсем, амбулаторисем, поликлиникăсем тăвас, васкавлă пулăшăва тата санитари авиацине аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Çакна пирĕн Тăвай округĕн тĕслĕхĕсенчен те курма пулать.

- Халĕ регионсем хушшинчи пысăк технологи пулăшăвĕ паракан медицина центрĕсем тăватпăр. «Сывлăх сыхлавĕнчи кăтартусем савăнтараççĕ. Республикăра пурăнакансен ĕмĕрĕ 3 çул тăсăлчĕ. Çак кăтартăва 5 çула çитересшĕн»,- хăйĕн шухăш-тĕллевне пĕлтернĕ Олег Алексеевич. Паллах, врачсемпе, ытти медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси те лайăхланса пырать.

Халăхăн пурнăç шайне çĕклес енĕпе малалла та çине тăрса ĕçлессине пусăм тунă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртĕпĕр, çулсем тăвăпăр, çутăпа ытларах тивĕçтерĕпĕр, спорта аталантарăпăр тата ытти те. Халăхшăн усăллă проектсене пурнăçа кĕртĕпĕр. Пирĕн пĕчĕк Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн малтанхи 5 çултипе танлаштарсан тата икĕ хут ытларах ĕç тума палăртатпăр. Хамăр ума çакăн пек çирĕп тĕллевсем лартатпăр. Вĕсене «Чăваш Ен-2030» аталану программине кĕртнĕ. Пирĕн тĕллев - ăна, тăван çĕре, чечекленсе хăтлăланнăскере, ачасемпе мăнуксене парасси. Çакăнта эпĕ хамăн тивĕçĕме те куратăп»,- палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

 

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать