1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:32

Кирилл Патриархпа тĕл пулнă

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ - Руç Патриархĕ Кирилл çак уйăх пуçламăшĕн-че Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Савватипе тĕл пулнă. Çак тĕлпулу Раççейре халăхсем килĕштерсе пурăннине çирĕплетекен ырă тĕслĕх.

- Чăваш Ен пирĕн Тăван çĕршывăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Унта Православи тата ытти тĕнсем хушшинче ырă хутшăнусем йĕркеленнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Православи пирĕн истори çĕрĕсене пĕрлештерес, тĕрлĕ тĕнпе тĕрлĕ наци çыннисемпе ырă хутшăнура пурăнас тĕлĕшпе тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Çак сăлтавпах Раççейĕмĕр аслă та çирĕп патшалăх йышĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ене тата унăн ертÿлĕхне кунта пурăнакан халăх тăнăçлăхĕшĕн тата ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, Православипе çыхăннă хутшăнусене тивĕçлĕ йĕркелесе пынăшăн тав тăвас килет,- тенĕ вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ.

- Пирĕн республикăра 15 конфессие пĕрлештерекен халăхсем ĕмĕрсем хушши килĕш-терсе пурăнаççĕ. Çав хушăрах пурăнакансенчен 80 проценчĕ - православи тĕнне ĕненекенсем. Чăваш митрополийĕ- пе пĕрле ĕçлени регионăн общество пурнăçĕнче яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Халăхсем килĕшÿре тата пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнни республика çирĕплĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать,- палăртнă Олег Николаев.

Регионта хальхи вăхăтра 291 чиркÿ, 50 ытла часавай, 7 мăнастир ĕçлет. Вĕсенчен 23-шне юлашки пилĕк çулта хăпартнă. Ку енĕпе 2026 çулта та маларах пуçăннă ĕçе вĕçлеме - Шупашкар хулинчи Сергий Радонежский ячĕпе çĕкленекен чиркĕве туса пĕтерме палăртнă. Унăн никĕсне 2015 çулхи август уйăхĕнче Святейший Патриарх Кирилл хывнă. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ Чăваш Ене килсе çак храма сăвапласса шаннине пĕлтернĕ.

Республика пилĕк çул хушшинче пур сферăра та питĕ лайăх утăмсем турĕ. Экономикăри, социаллă сферăри, вĕренÿри тата сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсем - çаксем пурте пĕрле, вырăс Православи чиркĕвĕпе килĕшÿре çыхăнса ĕçленинче. Чăваш Ене пулăшнăшăн тата пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Сирĕн Святейшествăна тав тăватăп. Сирĕн сăмахăрсемпе вĕрентĕвĕр республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн малалла ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват параççĕ»,- тав тунă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патриарха.

-Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуракан ĕçре малашне те Турă пулăшса пытăр. Патшалăх влаçĕ чиркÿпе общество хушшинчи килĕшĕве тивĕçлĕ тытса тăнăран халăх çĕр çинче хăтлă пурăнать,- тенĕ Святейший Патриарх Кирилл.

Поделиться:
Распечатать