Октябрьте республикăра «Манăн бизнес» площадкăра хăйĕн ĕçне уçма хатĕр аслă ÿсĕмри граждансем валли çĕнĕ «Кĕмĕл старт» федераци программи иртет.
Чăваш Ен асăннă масштаблă проект «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртекен çĕршыври 20 пилот регион шутне кĕрет. Программăна пурнăçпа професси опычĕ пухнă тата унпа предпринимательлĕхре усă курма хатĕр çынсем валли хатĕрленĕ.