1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:55

«Кĕр парнисем» ярмăрккана йыхравлатпăр!

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕн-че ял хуçалăх продукчĕсем сутмалли уйăхлăх старт илсе октябрĕн 13-мĕшĕччен пырать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче суту-илÿ Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 18-мĕш çурт çывăхĕн-чи площадкăра пырĕ.

Çуллен ирттерекен «Кĕр парнисем» ярмăркка туса илекен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутма май парать. Сăмахран, сухан, кишĕр, çĕрулми, хĕрлĕ кăшман, купăстапа помидор, хăяр, кĕрпесем, аш-какайпа сĕт юр-варĕн продукчĕсем, пыл тата ытти те.

Сутмалли вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ тата таварне те магазинтинчен йÿнĕрех туянма пулĕ.

Ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсене тата Тăвай округĕнче пурăнакансене «Кĕр парнисем - 2025» ярмăрккана йыхравлатпăр!

Альбина Федорова

Поделиться:
Распечатать