1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:29

Марат Хуснуллинпа тĕл пулнă

Раççей Правительствин Председателĕн заместителĕ Марат Хуснуллин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, унта регионăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

«Чăваш Республикинче çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе комплекслă ĕçлеççĕ. Регионта 2030 çул тĕлне «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн Чăваш Республикинчи халăхăн 67 проценчĕ пурăнакан тĕп яллă вырăнсенче пурнăç условийĕн пахалăхне 30 процент таран лайăхлатма палăртаççĕ. Территорисене комплекслă аталантармалли 7 проекта пурнăçлама тытăннă. Пĕтĕмпе çакăн пек 10 территорие çĕнетмелле. Регионта çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе те ырă динамика - çулталăк пуçланнăранпа 510 пин тăваткал метр е умĕнхи çулхинчен 13 процент нумайрах ĕçе кĕртнĕ»,- тенĕ Марат Хуснуллин.

Вице-премьер çавăн пекех регионта бюджет кредичĕсен шучĕпе инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те пысăк ĕç тунине палăртнă.

Тĕлпулура 2030 çулчченхи çул-йĕр ĕçĕсем, çав шутра «Волга» М-7 автоçула реконструкцилессипе сывлăх сыхлав объекчĕсем тăвассине те сÿтсе явнă. Аэропорт перронне юсама пуçланă.

Регионта обществăлла транспорта модернизацилес ĕç те пырать. Федераци пулăшăвĕпе 2023-2024 çулсенче республикăна 47 автобус тата 40 троллейбус тăратнă.

ЧР Администраци Пуçлăхĕн

пресс-служби

Поделиться:
Распечатать