Йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнере те халичченхи пекех округ администрацийĕнче анлă планерка иртнĕ, унта умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă. Анчах хальхи планерка кăмăллă самантран пуçланнă - Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов тата Чăваш Республикин Общество палатин представителĕ, ятарлă çар операци участникĕ Илья Ярусов волонтер ĕçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн Тамара Григорьева, Александр Гаврилов, Андрей Моряков, Наталья Федорова тата Тамара Александрова волонтерсене «Ятарлă çар операцине пулăшу панăшăн» медальсем парса чысланă.
Çакăн хыççăн округ пурнă- çĕнчи тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов вырма мĕнле пулса пынипе, кашни гектар вăтамран 35 центнера яхăн тухăç панипе паллаштарнă. Ку вăхăт тĕлне хуçалăхсем кĕр тыррисен пысăк пайне акса хăварнă.
Олег Анатольевич кĕрхи ĕçсене хăвăртлатма, хушма техника явăçтарма, уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма сĕннĕ.
Хĕллехи хутса ăшăтмалли вăхăта хатĕрленес ыйтупа администраци пуçлăхĕн заместителĕ - территорисене хăтлăх кÿрес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Вероника Николаева сăмах илнĕ. Вăл ăшă энергийĕн потребителĕ-сен 2025-2026 çулсенчи хутса ăшăтмалли вăхăта хатĕр-ленессине тивĕçтермелли требованисене пурнăçланине çирĕплетекен хутсем тăратмаллине каланă. Олег Ломоносов ку вăхăт пысăк тимлĕх ыйтнине, хатĕрленÿ ĕçĕсене вăраха тăсса пымасăр пурнăçлама кирлине палăртнă.
Строительство, çул-йĕр-пе ЖКХ пайĕн начальникĕ Александр Петров сентябрь тĕлне округ территорийĕнче 79 пуçару проектне пурнăçа кĕртни, тимлĕхре тепĕр 10 проект юлни тата çавăн пекех çул-йĕр ĕçĕсен программипе килĕшÿллĕн Тăвай-Кайпăç-Вăтаяль çулне юсассипе ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Олег Анатольевич подрядчиксем ку таранччен пуçăнман объектсем тĕлĕшпе ĕçе активлатма кирлине, претензи ĕçĕсем туса ирттермеллине кăтартса панă.
Ку эрнери мероприятисем çинчен администраци пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль, кадрсен ĕçĕпе цифра аталанăвĕн пай начальникĕ Ирина Михайлова каласа панă.