Тăвай округĕнче пуçаруллă бюджет программипе тунă объектсен шучĕ хушăнсах пырать. Кăçал валли палăртнă 89 проектран 79-шне ĕçе кĕртнĕ. Çав шутра Тĕмер тăрăхĕнче 13 проектран 10-шне пурнăçланă.
Нумаях пулмасть Тĕмер территори уйрăмĕнчи Вăтаялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене сума суса лартнă палăка уçнă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1674550 тенкĕпе танлашнă. 1339600 тенкĕ - республика бюджетĕнчен, 250.000 тенкĕ - вырăнти бюджетран. 84950 тенкине çынсем пухса панă.
- Çак проект вилнисене асăнса пуç тайни кăна мар, çамрăк ăрушăн паттăрлăхпа мухтав урокĕ те,- тенĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вероника Николаева.
Çавăн пекех территори уйрă-мĕн начальникĕ Геннадий Иванов, ял старости Геннадий Масленников сăмах каланă. Вăрçă ачисем, хăнасем, шкул ачисем, ял-йыш хутшăннă палăк уçма, чĕрĕ чечексем хунă.
Светлана ЯРХУНОВА