1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:54

Пире шкул йыхравлать, пĕлÿ парать, çын тăвать

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, Тăвай муниципалитет округĕнчи шкулсем вĕренекенсене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Кăçал шкул парттисем хушшине пĕрремĕш класа каякан 75 ача ларчĕ, пурĕ вара округри шкулсенче 1140 вĕренекен пĕлÿ пухĕ. Çак ятпа округ администрацийĕн представителĕсем, вырăнти депутатсем шкулсенчи савăнăçлă линейкăсене хутшăннă, шкул ачисене, ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа, Пĕлÿ кунĕпе саламланă. Эпир хамăрăн ачасене шанатпăр тата вĕсене вĕренÿре пур енĕпе те пулăшса пырăпăр, тенĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - хаваслă та хумхануллă, малашлăха алăк уçакан кун! Шăпах çак кун кашни шкул ачин пурнăçĕн-че çĕнĕ тапхăр пуçланнипе палăрса тăрать. Çавăнпа Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулăн картишĕнче йăлана кĕнĕ линейкăна пухăннă та учительсемпе вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе хăнасем. Ăна талантлă музыкант И.И.Совин ертсе пынипе вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ патшалăх гимнĕсене каланипе уçнă.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе пухăннисене шкул директорĕ Е.Н.Моряков, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ О.А.Ломоносов, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи А.В.Шакин, район прокурорĕн заместителĕ К.Д.Старотерпцев, Тăвай территори уйрăмĕн начальникĕ Н.И.Сормов, вăтам шкулăн управляющи Канашĕн председателĕ Э.В.Степанова, шкулта вĕренекенсен ашшĕ-сен Канашĕн председателĕ Н.Ю.Перцев саламланă.

Пĕрремĕш класа вĕренме пынисене уйрăм тимлĕх уйăрнă, вĕсем шкул пурнăçĕ пуçланасса чăтăмсăррăн тата пăлханса та савăнса кĕтнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕçех Пĕлÿ çĕршывне йыхравлакан пĕрремĕш шăнкăрав янăранă, çак чыса пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакан А.Перцевпа Е.Шартова, шкултан вĕренсе тухакан А.Ивановпа С.Соколов тивĕçнĕ.

Пĕрремĕш классене вĕ-рентекенсем Н.Н.Васильева тата Э.Н.Ларионова ырă сунса калаçни те илем кÿнĕ мероприятие. Ашшĕ-амăшĕ те саламлă сăмахсем каланă, тÿпене ĕмĕтпе тулнă шарсем вĕçтернĕ.

Линейка хыççăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулне халалланă малтанхи уроксем пуçланнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çĕнĕ хавхаланупа çĕнĕ çитĕнÿ-сем кÿтĕр, çунатлă ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыччăр!

 

Поделиться:
Распечатать