Çынна ĕç илем кÿрет. Ĕç - пурнăç тыткăчи. Ĕçне кура хисепĕ. Çак ырă сăмахсене хамăр районти Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ Роза Николаевна Петрова-Ахтимирова пирки каланăнах туйăнать. Сакăр вунулттăра пырать вăл халĕ. Тĕрĕсрех каласан, шăпах çавăн чухлĕ тултарчĕ вăл паян - Роза Николаевна 1939 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче иртнĕ унăн. Пĕрре те çăмăл килмен унăн пурнăçĕ. Ашшĕ, Николай Ахтимирович Ахтимиров, 1941 çулхи август уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă та, текех таврăнайман, Мускава хÿтĕлесе пуçне хунă. Амăшĕ, София Тимофеевна, кунĕн çĕрĕн колхоз ĕçĕнче вăй хунă, виçĕ ачине пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Юрать-ха, ачисем пĕчĕккĕ чухне асламăшĕ пулăшнă. Амăшĕ хастарлăхшăн медале те тивĕçнĕ. «Анне аллинче медаль йăлтăртатать, кашни кун тытса пăхса савăнатпăр уншăн»,- кăмăллăн аса илет Роза Николаевна паян кун та.
Темĕнле йывăр пулсан та, вăл вĕренме тăрăшнă. Йăнтăрчăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта, унтан Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. 1956 çулта кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Унтан тăван колхозĕнче, Кармалти библиотекăра ĕçленĕ.
Анчах вĕренмелле. Пĕлет: ашшĕ те çакна ырланă кăна пулĕччĕ. Вăл вăрçа тухса каяс умĕн мăшăрне çапла пил парса хăварнă: «Эпĕ таврăнаймастăп пулĕ, ачасене вĕрентме тăрăш». Пĕр ывăл та икĕ хĕр юлнă килĕнче. Вĕсене виççĕшне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Микула сăмахне тытрăм»,- тенĕ кайран София Тимофеевна, Николай Ахтимиров мăшăрĕ. Роза Николаевна 1959-1964 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вырăс тата чăваш чĕлхисен уйрăмĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Ун хыççăн Тăвайри вăтам шкулта учитель, завуч пулса тăрăшнă виçĕ çул. 1966 çулта Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи вăтам шкула куçнă, кунта вăл упăшкипе, Геннадий Гурьевич Петровпа, пĕрле ĕçленĕ. Чуна панă. Иккĕшне те В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă туса кăларнă медальпе чысланă. Сĕре савăннă уншăн амăшĕ, медале аллине илсех хĕпĕртенĕ. Сăмах майăн каласан, амăшне Мускава Ленин мавзолейне те илсе кайнă. «Ленина куртăм, халĕ киле кайсан та юрать»,- тенĕ амăшĕ. Питĕ хисепленĕ çав ăрурисем Ленина.
1971-1974 çулсенче Роза Петрова Мускаври наци шкулĕ-сен институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕ. Кунтах диссертаци ăнăçлă хÿтĕленĕ, педагогика наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илнĕ. Унтан вăл наци шкулĕсен тĕпчев институтĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçлет.
1978 çулта Роза Николаевна Шупашкара таврăннă, пединститутра ĕçлеме пуçланă. Çав çулах ăна доцент ятне панă. Пĕр хушăрах Чăваш патшалăх университетĕнче те лекцисем вуланă.
Ĕçленĕ вăхăтрах Роза Николаевна «Чăваш литературин методики», чăваш литературин программисем, тăваттăмĕш класс валли «Тăван сăмах», «Ача-пăча сăмахлăхĕ» хрестомати хатĕрлет.
1993 çултан тытăнса вăл Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшать.
Тата нумай çырать. Унăн «Юхма Мишши» монографи (1998), «Роза Шевлепи пултарулăхĕ» (1998) çинчен кĕнеки пичетленнĕ. 2003 çулта «Фольклорная педагогика народов Урало-Поволжья» кĕнеки кун çути курнă. Пысăка хурса хакланă ку тĕпчеве. Çапла кĕнеке хыççăн кĕнеке калăпланă. Роза Николаевна пултаруллă куçаруçă та. Паян кун та хастар çыравçăсен ретĕн-че вăл. «Ял ĕçченĕ», «Хыпар» хаçатсенче тăтăшах унăн статйисене вулатпăр. Вăл хăй вăхăтĕнче Пĕтĕм Чăвашсен Эмине ячĕллĕ премине тата медальне те илме тивĕçлĕ пулнă. Пурĕ сакăр медальпе чысланă ăна. Хисеп грамотисен, Тав хучĕсен шучĕ те çук. Роза Николаевнана халалласа çырнă юрă-сăвăсем, очерксем йышлă. Нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн Р.Н.Петрова «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята (1997), Удмурт тата Мари Эл республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Кÿршĕллĕ республикăсен культура ĕçченĕсемпе нумай хутшăнса ĕçленĕ вăл, вĕсен писателĕсен произведенийĕ- сене тăван чĕлхене те куçарнă. Роза Николаевна Раççей Федерацийĕнчи педагогика наукисен Пĕтĕм тĕнчери академийĕн действительнăй членĕ, Чăваш наци академийĕн академикĕ те.
Çулĕсене пăхмасăр вăл хулари хăш-пĕр мероприятисене те хутшăнать, хăй вĕрентнĕ ученăйсемпе, журналистсемпе, паллă деятельсемпе çыхăну тытать. Хваттерне те пырса çÿреççĕ ун патне. Кăçал Роза Николаевна хăй çуралса ÿснĕ тăван ялне - Тенеяльне те килсе кайрĕ. «Эпĕ халĕ тăван ялăмра-ха, май пулсан редакцие те кĕрсе тухма тăрăшăп»,- тесе шăнкăравланăччĕ.
Савăнтарать вăл хăйĕн хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе, çивĕч ăс-тăнĕпе. Малашне те çаплах пултăрччĕ, ан чактăр иксĕлми хастарлăхăр, вашаватлăхăрпа ĕçченлĕхĕр. Турă нумай çул пурăнма сывлăх, вăй-хал патăр Сире.
Иван ГЛАДКОВ