Экспертсем палăртнă тăрăх, пирус туртакан çын кунне тĕтĕме вăтамран 200 хут ăша çăтать. Унпа пĕрле лекекен химин 4000 çыхăнăвĕнчен 400-ĕшĕ уйрăмах вăйлă наркăмăш.
Аммиак, ацетон, бензол, полони, формальдегид. Ку - тĕтĕмпе пĕрле организм йышăнакан хутăшсемпе канцерогенсен тулли списокĕ мар-ха.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ шута илнĕ тăрăх, çулсеренхи 7 миллион вилĕм сигарет туртнин сăлтавĕпе çыхăннă. 2030 çул тĕлне ку цифра 8 миллионран та иртме пултарать. Эппин, капла ракпа чирлекенсем те нумайланĕç.