1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:49

Пресс-центр

Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 5976 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Ку вăл мĕнпур лаптăкăн 57 проценчĕпе танлашать. Уйран пурĕ 19766 тонна тырă кĕнĕ, кашни гектар вăтамран 33,1 центнер тухăç панă.

Ытти культурăсенчен севок-сухан 4 гектар кăларса пухнă, пурĕ 16 тонна хатĕр-ленĕ.

Кĕрхи тĕш тырă культурисене ку вăхăт тĕлне пурĕ 654 гектар акнă, çак шутран 445 гектарне кĕрхи тулă йышăннă.

580 гектар çĕртме сухи тунă ку вăхăт тĕлне.

Утă 7276 тонна (100,2 процент), сенаж 20613 тонна (97,6 процент), силос 200 тонна (2 процента яхăн) хатĕрлесе хунă. 202 тонна улăм пресласа хатĕрленĕ.

Поделиться:
Распечатать