Вăрмар тата Тăвай районĕсен хаçачĕсен («Хĕрлĕ ялав», «Ленинец») редакторĕ, асăннă районсен радиовещани редакцийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе яраканĕ тата пĕрремĕш редакторĕ пулнă Герман Матвеевич Матвеев журналист çуралнăранпа кăçал 100 çул çитни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ хаçатра. Вăл çуралса ÿснĕ Тикаш ялĕнчи культура çуртĕнче августăн 21-мĕшĕнче ăна халалланă асаилÿпе пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Кăçал пирĕн çĕршыв Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă турĕ. Маларах пухăннисем вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă ялти Астăвăм палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Мероприятие библиотека заведующийĕ Ираида Николаевна Иванова уçрĕ. Вăл Герман Матвеев журналистăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Тĕлпулăва Шупашкартан ятарласа килнĕ Галина Александровна Максимова (вăл Пуянкасси ялĕнчен) Герман Матвеевичпа Тăвай тата Вăрмар радиовещанийĕ- сенче пĕрле ĕçленĕ малтанхи диктор хутшăнчĕ. Вăл Çĕрпÿ-ре культурăпа çутĕç училищинче библиотекаре вĕреннĕ, парти райкомĕн библиотекинче ĕçленĕ. 1958 çулта Тăвайри радиора ĕçлеме пуçланă, диктор пулса эфира тухнă. 1962 çулта Вăрмарти радиовещани дикторĕ пулса ĕçленĕ. Галина Александровна хăйĕн сăмахĕнче Герман Матвеевпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене хумханса аса илчĕ. «Уй-хир ĕçĕсем пуçлансан передачăсем кашни кун ирхине 5 сехет те 15 минутра эфира тухнă. Паллă событисем, уявсем, суйлавсем вăхăтĕнче кунне 3-шер те ирттернĕ. Передачăсене район больницин хирургĕпе Юрий Михайлович Петровпа пĕрле ирттернĕ. Герман Матвеевич йывăр магнитофон çĕклесе ирех район тăрăх тухса кайнă, колхоз-совхозсене çитсе унти ĕçченсем çинчен радиорепортажсем хатĕрленĕ. Ăмăртса ĕçлекен Тутар АССРĕнчи Зеленодольск тата Теччĕ районĕсенче пулса час-часах «Кÿршĕсем патĕн- че» передачăсем кăларнă. Микрофон умĕнче района, колхоз-совхозсене, предприятисене ертсе пыракансем, учительсемпе врачсем, ĕçре малта пыракансем тухса калаçнă. Чăннипех те йывăр та канăçсăр ĕç пулнă Герман Матвеевăн. Вăл пĕтĕм пурнăçне хаçатпа радио ĕçне панă»,- тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Галина Максимова. Вăл пединститут хыççăн Чупайпа Арапуç шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ, 1982 çулта çемйипе Шупашкара куçса кайнă.
Вăрмартан çитнĕ Тамара Матвеевна Никитина Герман Матвеевпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ. Герман Матвеевич çыхăну узелĕнчи парторганизаци секретарĕ пулнă май унта партипе комсомол пухăвĕсене ирттернине, çамрăксене ĕçре пулăшса пынине, яланах халăхпа пĕрле пулни çинчен каларĕ.
Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Иванович Нарсов ялтан сахал мар паллă çын тухнине, вĕсен шутĕнче Герман Матвеевич та пулнине палăртрĕ. «Ун ячĕ районта та, республикăра та палăрнă, Мускав таранах çитнĕ. Шел, творчествăри пултарулăхĕ чи çÿллĕ шая çĕкленнĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлма тивнĕ унăн. Эпир ăна аса илсех тăратпăр, юбилейлă датăсене районта та, ялта та паллă тăватпăр. Вăл анлă тавракурăмлă, пултаруллă, талантлă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн журналист. Тикаш ялĕн сумлă та пултаруллă ывăлĕн ячĕ яланах асра пулĕ, мĕншĕн тесен унран вĕренмелли, тĕслĕх илмелли питĕ нумай»,- терĕ Валерий Иванович.
Геннадий Германович, чылай кĕнеке авторĕ, ялти вăрçăра паттăррăн çапăçнă ентешĕсене аса илчĕ, ашшĕ 1939 çулта çырнă «Хурама» сăвва вуласа пачĕ. Унăн ашшĕн пиччĕшĕ Иван Матвеевич вăрçăра çапăçса пуçне хунă, аппăшĕ Мария Матвеевна окопсем чавнă, вăрман каснă.
Матвеевсен кÿрши Василиса Ивановна Волкова вĕсен çемйипе килĕш- терсе пурăнни, ялта хисепре пулнине каларĕ.
Клуб заведующийĕ Надежда Георгиевна Гаврилова, администраци ĕçченĕ Зоя Ивановна Семенова хăйсен пĕрремĕш учительне, Герман Матвеев мăшăрне, Анна Андреевнăна ырăпа аса илчĕç. Тухса калакансем тата нумайăн пулчĕç.
Çырас енĕпе Матвеевсен ачисем те литературăпа журналистика çулĕ çине тăнă. Маргаритăпа Елена çырнă статьясем, калавсемпе сăвăсем Вăрмарпа Тăвай районĕсенчи, Шупашкарти «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси» хаçатсенче тухаççĕ, кĕнекесем пичетлесе кăлараççĕ. Паян та кунта Галина Германовна Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире тухнă «Пурнăç авăрĕнче» ятлă кĕнекине илсе килнĕ. Вăл ашшĕн дневникĕн- чи сыпăксенчен, статйисенчен, сăввисенчен, унăн ĕçтешĕсен аса илĕвĕсенчен тăрать.Г.Матвеев В.Алендей писательпе, М.Волкова поэтпа, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕпе П.Порфирьевпа, Социализмла Ĕç Геройĕпе К.Петровăпа туслă çыхăну тытнă. «Халăхшăн, тăван çĕршывшăн ĕçлесе пурăнасси - маншăн чи хакли, чи телейли»,- тенĕ Г.Матвеев.
Мероприятие Ираида Иванова ертсе пычĕ. Вăл паллă ентеше халалланă кĕнекесемпе статьясен куравне йĕркеленĕ тата çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксенчен фотостенд хатĕрленĕ.
Тĕлпулăва Г.Матвеев юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрăпа вĕçлерĕç.
Иван ГЛАДКОВ