1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:53

Пурте суйлава хутшăнар

 

Эпир çитес эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлатпăр.

Суйлав 3 куна тăсăлать: сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртет.

Суйлав участокĕсем 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен ĕçлеççĕ.

Сасăлама пынă чухне хăвăрпа пĕрле паспорт илме ан манăр.

Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланма регистрациленĕ 5 кандидатран чи тивĕçлĕ 1 кандидата суйлăпăр.

Сасăлава виçĕ кунта ирттерни çынсем суйлав участокĕсенче йышлă пухăнса каясран тата суйлавçăсене хăйсемшĕн меллĕ вăхăтра суйлама пулăшас тĕллевпе тунă.

Округ территорийĕнче 24 суйлав участокĕ.

Суйлав участокĕсене пырайман çынсем, çакăн пирки вĕсем комиссие кам урлă та пулин пĕлтернĕ пулсан, ун пек суйлавçăсем патне суйлав комиссийĕн членĕсем килĕ-сене çитсе сасăлаттарĕç.

Çынсем хăйсен гражданла тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса, пурте суйлава хутшăнасса шанса тăратпăр.

Валентина БЕЛОВА,

Тăвай территори

суйлав комиссийĕн ертÿçи

Поделиться:
Распечатать