1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:37

Пушă вăхăтра вулавăшра

2025 çултан пуçласа Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланса пырать. Ку проект тăрăх çемьесене, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк мăшăрсене пулăшасси тĕп вырăнта тăрать.

Тăвайĕнчи тĕп библиотекăна çемьепе килме юратаççĕ. Ĕç кунĕ-сенче кăна мар, канмаллисенче те библиотека тулли пурнăçпа пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе хăйсен пушă вăхăтне хаваслă, интереслĕ те пĕлÿллĕ ирттереççĕ: сĕтелçи тата интерактивлă вăйăсем выляма, кĕнеке-журнал вулама, викторинăсене хутшăнма, пазлсем пуçтарма пултараççĕ. Вăхăта пĕрле усăллă ирттерни çемьене пĕтĕçтерет, ăна çирĕп тăвать.

Паян библиотека кĕнеке управĕ кăна мар, тĕрлĕ информаци, пултарулăха аталантармалли центр пулса тăчĕ. Чăваш Енре модернизациленĕ вулавăшсен шучĕ хĕрĕхе çитнĕ. Тăвайри тĕп вулавăш тĕпрен çĕнелнĕ хыççăн иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен финанс пĕлĕвĕн библиотеки пулса тăчĕ. Çулталăк хушшинче мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ кунта! Финанс пĕлĕвĕн занятийĕ-сене çемьесемпе хутшăнаççĕ, бюджета йĕркелемелли майсене вĕренеççĕ.

«Ачасемпе библиотекăра пулнă хыççăн чун тасалнăн туйăнать. Ăс-тăн вăййисем тавракурăма пуянлатаççĕ. Пурнăç çине çĕнĕлле пăхма тытăнатăн. Хамăрăн та, ачасен те библиотекăна каяс килсех тăрать. Чăнах та, ку чухнехи оборудовани вырнаçтарни ачасене аталанма çул хывать. Кунтах Раççейри тĕрлĕ халăхсен туслă çемйине туйса илме пулăшакан уявсем йĕркелеме тăрăшнипе те кăмăллă»,- теççĕ çамрăк амăшĕ-сем. Апла пулсан пурне те вăхăта усăллă ирттерме библиотекăна йыхравлатпăр.

Татьяна МАНИШЕВА,

библиотекарь

Поделиться:
Распечатать