1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:53

Раççейри чи лайăх 10 доярка хушшинче

 

Кăçал «Акконд-агро» фирма акционерлă общество операторĕ Екатерина Григорьева (сăн ÿкерчĕкре) республикăри конкурсра çĕнтерчĕ.

Чăваш Ен чысне Раççейре хÿтĕлесе Владимир облаçĕнче иртнĕ машинăпа ĕне сăвакансен тупăшăвне хутшăнчĕ. Кунта та хăйĕн професси ăсталăхне кăтартрĕ «Акконд» предприятири маттур хĕрарăм: тивĕçлипех ТОП-10 йышне кĕчĕ.

Ку çеç те мар, Екатерина Геннадьевнана тепĕр савăнăçлă хыпар та кĕтрĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Раççей Федерацийĕн АПКан «хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă.

Поделиться:
Распечатать