• Иртнĕ пилĕк çулта Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнесăн çĕнĕрен йĕркеленнĕ предприятисен шучĕ 40 процент ытла ÿснĕ. Республика экспорчĕн тĕп пайĕ - 95 процент - вĕсен тÿпи.
• Чăваш Енре кăçал 150 пин ытла ача парта хушшине ларнă, вĕсенчен 13800 ача - пĕрремĕш класа каякансем.
• Авăн уйăхĕн 1-мĕ- шĕнчен республикăри пултаруллă 6 çамрăк Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕн студенчĕсен йышне кĕнĕ. Чăваш Енрен харăсах çакăн чухлĕ маттур çамрăк актера Мускава вĕренме яни 23 çул каялла çеç пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕреннĕ вăхăтра та, аслă шкултан вĕренсе тухса тăван ене таврăнсан та пулăшу пуласса шантарнă. Хастар студентсен йышĕн- че Тăвай округĕнчи Чутей хĕрĕ Елена Михайлова та пур. кăçал Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă вăл. Пулас профессие суйлама ăна Тăвайри ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренни те нумай пулăшнă.
• Авăн уйăхĕн 5-мĕ-шĕнче вăрман ĕçченĕн, 6-мĕшĕнче финансист, 7-мĕшĕнче нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕсене паллă тăваççĕ.
• ЧР Пуçлăхĕ Шупашкар округĕнче ĕçлĕ çулçÿ-ревре пулнă май «Чурачикское» обществăра çĕнĕ ферма уçма хутшăннă. Проект хакĕ - 75 млн тенке яхăн. Çитес вăхăтра предприяти 2400 пуç выльăх вырнаçмалăх пысăк комплекс хута ярас тĕллевлĕ. Олег Николаев Шупашкар округĕнче Чăваш Енри АПК ветеранĕ-семпе те тĕл пулнă, унта Тăвай муниципалитетĕнчи агропромышленноç ветеранĕсем те пулнă.
• Чăваш Енре хăй тĕллĕн ĕçлекенсен тупăшĕ 1,5 хут ÿснĕ. Регион бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта тупăш енĕпе 48,7 млрд тенкĕлĕх пурнăçланнă. 2024 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсенчен налук 9,7 процент ытларах кĕнĕ.
Раиса Шумовахатĕрленĕ