Çĕртме-çурла уйăхĕ-сенче республикăри лагерьсенче 29 кану тата сывлăх организацийĕнче - 73 пин ытла ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ. Тăвай округĕнче шкул çумĕн- чи лагерьсенче 395 ача каннă. Республикăра 18 вузпа колледж-техникумра пĕтĕмпе 68 пин студент вĕренет.
• Кăçалхи 7 уйăхра аваринче вилнисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Федераци трассисем çинче аварисем 29,7 процент сахалрах, вилнисен шучĕ виçĕ хут пĕчĕкленнĕ. Ÿсĕр водительсем хутшăннипе пулнă инкексем сахалланнă, анчах çав аварисенче çулталăк пуçланнăранпа 14 çын пурнăçĕ татăлнă. Эппин, çынсем руль умне ÿсĕрле ларасран сыхланмалли ĕçе вăйлатмалла.
• ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕ-сем» проекчĕпе килĕшÿл- лĕн республикăра 2650 мероприяти иртнĕ çуллахи вăхăтра. Вĕсене 800 пин ытла çын хутшăннă. Тăвай округĕнче культура, вĕрентÿ, спорт учрежденийĕсенче чылай ĕç-хĕл хатĕрлесе ирттернĕ.
• Чăваш Ен регионăн «АПК продукцийĕн экспорчĕ» проектне пурнăçласа 2019-2024 çулсенче тулашри рыноксене кăларнă ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕ 160 пин тоннăран иртнĕ. Çак кăтарту умĕнхи пилĕк çуллăхринчен икĕ хут пысăкрах.
• Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕ-ренпе 95 çул çитнĕ. Ăсчахсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.
Интернетра укçа ĕçлесе илме сĕннине ĕненсе Чăваш Енре пурăнакансем çулталăк пуçланнăранпа ултавçăсене 90 млн тенкĕ патнелле куçарса панă.
• «Ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» программăн Чăваш Енри ял тăрăхĕсене аталантарма 2025 çулта 2,85 млрд тенкĕ уйăрнă. Çавна май республикăра пуçаруллă бюджет программин 1555 проекчĕ пурнăçланать. Çав шута çулсемпе çыхăннă 585 объект, ЖКХăн 349 объектне çĕнетесси, 42 спорт территорине, ялсенчи 231 лаптăка, çавăн пекех ачасем валли 96 объекта, вăйă лапамĕсене, шкулсене, ача сачĕсене хăтлăлатасси кĕреççĕ.