1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:33

Сывлăхшăн тăрăшма хистет

«Сывлăх патне - утăм» проект ĕçлеме пуçланăранпа икĕ уйăх та иртрĕ. Чи малтанах Тăвай округ центрĕн аялти пайĕнче çынсемшĕн меллĕ вырăнта йĕркелерĕмĕр модельлĕ пункта. Çак вăхăт хушшинче Тăвай округĕнче 2 пин ытла çын тĕрĕсленнĕ,- пĕлтерчĕ Тăвай больницин врач çумĕ Татьяна Игнатьева. - Паян, акă, медицина пулăшăвне 134 çын илчĕ.

Çав кун, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Тăвай ялĕн çÿлти пайĕнче «Магнит» суту-илÿ лавкки умĕнчи куçса çÿрекен сывлăх пунктĕн- че ирхине 10 сехтченех çынсене йышăнма пуçларĕç. Кунĕ те тÿлек, хĕвеллĕ тăчĕ, вырăнĕ те меллĕ çĕрте пулнăран ытти ялсенчен те килнĕ.

Çынсене 18 специалист пулăшу пачĕ. Терапевт, акушер-гинеколог, стоматолог, хирург, ытти медицина ĕçченĕсем йышăнчĕç . Офтальмолог Шупашкартан Ашмарин ячĕллĕ поликлиникăранах çитнĕ, унта та черет тăрсах тĕрĕсленчĕç. Комплекслă майпа тĕрĕсленме май пуррипе кăмăллă çынсем: кунтах юн тата куç пусăмне виçрĕç, юн парса сахăр тата холестерин шайне çийĕнчех пĕлме пултарчĕç. Диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухакансен тĕрлĕрен анализ пама май килчĕ. Чир-чĕрĕн малтанхи паллисене тупма ЭКГ тутарни те пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ. Акушер-гинеколог хĕрарăмсене сĕнÿсем пачĕ. Медицина профилактикин ятарлă автотранспортăн пÿлĕмĕнче йышăнчĕç вĕсене специалистсем.

Йышра çамрăк тухтăрсем пулни те савăнтарчĕ. Тĕрĕс апатлану, физкультурăпа, спортпа туслă пулни сывлăха упрама пулăшни çинчен калаçу пуçарчĕç пухăннисемпе.

«Сывлăх патне пĕр утăм» тесе çырнине вуласа тăракан аслă ÿсĕмри хĕрарăма палласа илтĕм. «Чăнах та, хам пурăнакан çĕртен аякра та пулмарĕ паян маншăн сывлăха тĕреслеттернĕ вырăн»,- терĕ 86 çулхи Валентина Андреева. МСОра нумай çул складсен заведующийĕнче тăрăшнă вăл. Ĕç ветеранĕ. Çур ĕмĕр те пулĕ, паян кунчченех, «Ял ĕçченĕ» хаçата çырăнать.

«Çакнашкал тĕрĕслевсем пирĕн пек ватă çынсене те, ыттисене те сывлăхшăн тăрăшма хистеççĕ»,- терĕ ырă чунлă медицина ĕçченĕсене тав туса.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать