Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче Чăваш Республикинчи фермерсен VI слечĕ иртнĕ. Ял хуçалăхĕнчен çак ĕçпе çыхăннă 250 ытла çын хутшăннă унта. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Серей Артамонов, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх представителĕсемпе тĕл пулнă.
Кăçалхи çур çул кăтартăвĕ-сене илсен, ял хуçалăх производствин индексĕ мĕнпур йышши хуçалăхсенче 106,4 процентпа танлашнă, ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче 2-мĕш вырăнта.
Фермерсен слетĕнче ял хуçалăх производствине пысăк тÿпе хывнăшăн Вырăс Нăрваш салинче пулă ĕрчетессипе ĕçлекен Евгений Новиков республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ.
Слетра «Чи лайăх 100 фермер хуçалăхĕ» 2024 çулта епле ĕçленин рейтинг пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. 1-10-мĕш вырăнсене кĕнисене уйрăммăн палăртса чысланă. ХФХсен чи лайăх ертÿçисем хушшинче Валерий Грачев пуррине палăртма кăмăллă. Ĕçри пысăк кăтартусем тăрăх ăна I степеньлĕ дипломпа наградăланă.