Августа çурла уйăхĕ, сентябре авăн уйăхĕ тетпĕр чăвашла. Иккĕшĕ те хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Халĕ çурлапа тырă вырмаççĕ, кĕлтисене молотилкăпа çапса тĕшĕлемеççĕ. Çапах та тырпула пухса кĕртесси халĕ те ял çыннисемшĕн хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Тырă вырнă вăхăтра час-часах çанталăк чăрмантарать, çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ ял ĕçченĕсем.
Кăçал тырă пур çĕрте те пысăк тухăçлă çитĕннĕ. Халĕ ăна пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Тухăçĕ лайăх, гектартан 40-50-шар центнер тырă çапса илни çинчен хыпарлать нумайăшĕ. Савăнтаракан хыпарсем кусем. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Самана яланах çĕнелсе улшăнать, лайăхланса пырать. Халĕ тыррăн пысăк тухăçлă паха сорчĕсене акаççĕ, çĕре ĕçлесе хатĕрлесе акас ĕçре те, тырпула пухса кĕртес ĕçĕн технологийĕнче те питĕ пысăк улшăнусем пур. Акă хирсенче çĕнĕ йышши вăйлă хăватлă комбайнсем тырă выраççĕ. Анчах халĕ вĕсем улăмне пухмаççĕ, ăна çийĕнчех тураса вакласа ана çинех сапаласа хăвараççĕ. Питĕ тĕлĕнмелле, килĕшÿллĕ мар пек туйăнать çак пулăм пире, иртнĕ ĕмĕрте ĕçлесе пурăннисене. Комбайнсем хыççăн улăма пуçтарса урана хывмаççĕ халĕ. Паллах, çакă иртнĕ вăхăтри ĕçсене аса илтеретех ĕнтĕ. Тыррине те, улăмне те пĕр-пĕрчĕ юлмиччен вырса-çапса пухса кĕртме тăрăшнă вĕт-ха эпир колхозра. Улăма та анасем çинчен шăпăрпа шăлса пуçтарнă пек пухса урана хывнă. Урисене кашнине уйрăм виçсе шутласа приходланă. Улăм нумай кирлĕ пулнă çав пире ун чухне. Колхозра силос та, сенаж та чылай хатĕрленĕ пулсан та, улăм та нумай çитернĕ выльăхсене. Колхозниксем хăйсен килти ĕнисене хĕллехи вăхăтра тĕпрен илсен улăмпа усранă. Вĕсене ĕçленĕшĕн ĕçкунĕ-сем тăрăх улăм валеçсе панă-ха, анчах вăл та çитсе пырайман. Чылайăшĕ вара çĕрле колхозăн уйри урисенчен улăм вăрлама тухнă. Вĕсене те сыхламалла пулнă колхозра. «Улăм нушине» нумай тÿсмелле пулнă ял çыннисен. Унсăр пуçне ĕлĕкрех çурт тăррисене витме те улăм нумай кирлĕ пулнă. Кашни çулах улăм çитсе пыман колхозра. Çавăнпа та пухусенче улăм çитменнишĕн кăмăлсăр пулни çинчен шавлатчĕç. Пире улăмĕ тырринчен те ытларах кирлĕ, вăл пирĕншĕн выльăх апачĕ çеç мар, улăм вăл тислĕк, тислĕк вара - çĕр çăкăрĕ тетчĕç.
Улăм çинчен калаçу пуçласан яланах 1981 çулхи йывăр вăхăт аса килет. 1981-1982 çулсенчи хĕллехи вăхăтра пирĕн таврари чугун çул станцийĕсенче Улатăртан Канаша, Шупашкара, Хусана çитиех улăм тиенĕ вагонсем йышлă тăратчĕç. Хĕлĕпех вагонсенчен улăм пушатса ялсене турттарнă. Çулсем çинче вĕçĕ хĕррисĕр улăм тюкĕсем тиенĕ машинăсем умлăн-хыçлăн хутлатчĕç. Кăнтăрти Ставрополь, Краснодар крайĕсенчен, Çĕпĕрти облаçсенчен улăм туянса турттарса килнĕ. Вăрахчен, çуркуннечченех пынă çак улăм кĕрешĕвĕ. Пирĕн «Красная Чувашия» колхоз та пин тонна ытла улăм Ставрополь крайĕнчен илсе килнĕ. «Соломенная война идет в стране» тетчĕç ун чухне халăхра шÿтлесе.
Йывăр пулнă 1981 çул ял хуçалăхĕшĕн. Çуркунне юр кайса пĕтсен кĕркуннечченех тăпрана нÿрлентермелĕх те çумăр пулмарĕ. Çăвĕпех питĕ шăрăх та типĕ çанталăк тăчĕ. Кăнтăрла хĕрĕх градус таранах вĕри шăрăх кунсем чылай пулчĕç. Паллах, пур тырă та, çĕрулмипе выльăх апачлĕх акнă культурăсем те питĕ начар пулнă. Курăксем те ÿс- се çитĕнеймесĕрех типсе ларнă. Çавăнпа ĕнтĕ улăма та пиншер çухрăм таранах аякран кÿрсе килме тивнĕ пирĕн. Улăм хăтарса хăварнă пирĕн выльăхсене çав çул.
Хĕрĕх çул ытла каярах пулнă пулăм ку. Манса каймалла ĕнтĕ ăна. Халĕ выльăхсене улăм çитерсе усрамаççĕ. Лайăх пулăм ку, пысăк çитĕнÿ, савăнмалла кăна. Анчах çанталăк пăтăрмахĕсем, йывăр вăхăтсем ÿлĕмрен те пулма пултарассине манмалла мар.
Алексей ЕФИМОВ,
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Енĕш Нăрваш ялĕ