Телефон мошенникĕ-сен ултавне куракансен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсен серепине такам та çакланать: ача та, ватă çын та, аслă пĕлÿ-лли те...
Чăваш Енре кăçалхи 6 уйăхра кăна ултавçăсен кĕсйине 0,5 миллиард тенкĕ куçнă. Вĕсем тăтăшах çĕнĕрен-çĕнĕ схемăсемпе ĕçлеççĕ. Халĕ «налук инспекторĕ» те, «микрозайм», «пенси фончĕн специалисчĕсем» те çыхăнăва тухма пуçларĕç. Чылай чухне калаçу укçана «шанчăклă» шут çине куçарассипе çыхăннă.
Шупашкарта пурăнакан 35 çулхи хĕрарăм, парикмахер, хăй ултав вăлтине лекнине вăхăтра туйман - 1,4 миллион тенкĕсĕр юлнă. Ăна «налук инспекторĕ» шăнкăравланă, деклараци хатĕрлес тĕлĕшпе ыйтусем пурри пирки каланă, специалист патне йышăнăва килме сĕннĕ. Ку шăнкăрав хăйĕн услам ĕçĕпе çыхăннă тесе шутласа илнĕ май парикмахер çак çынна хăйĕн Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнчи кабинетне кĕмелли код цифрисене пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн шăнкăравсем татах та татах пулнă: таçтан портал, ФХС, Тĕп банк «ĕçченĕсем» тупăннă.
Шулĕксем кашни «клиентпа» тĕплĕ планласа, шухăшласа ĕçлеççĕ. Вĕсем - вăйлă психологсем. Сăпайлă калаçурах, кирлĕ пулсан, хăратса та илеççĕ.
Вĕсемпе мĕнле те пулин калаçу йĕркелеме тăрăшмалла мар. Телефона тÿрех сÿнтерĕр, укçа-тенкĕ те хăрушсăрлăхра юлĕ.