1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:43

Усăллă ĕç проекчĕ

Çуллахи кану кунĕсем си- сĕнмесĕрех иртрĕç. Август уйăхĕнче эпĕ «Алабуга-ТОП» проекта хутшăнтăм. «Алабуга-ТОП» вăл - студентсен отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри ĕç проекчĕ, Тутарстан Республикинче «Алабуга» ятарлă экономика зонин территорийĕн-че иртет. Çакăн çинчен хамăн юлташсенчен пĕлтĕм, кăçал вара вĕсем мана хăйсен йышне илчĕç.

Ĕçпе кану юнашар пулмалла. Театр бумĕ, кулăш фестивалĕ, «Мисс тата мистер «Алабуга-ТОП» тата ытти мероприятисем ĕçлеме хавхалану кÿчĕç, паллах. Кашниех хутшăнма, хăй мĕне пултарнине кăтартма тăрăшрĕ. Ĕçленĕ вăхăтра Раççейĕн çĕнĕ регионĕ-сенчи ЛНР, ДНР, Херсон тата Запорожье облаçĕ- сенчи, Архангельск, Калининград, Томск, Камчатка тăрăхĕсенчи ачасемпе туслашрăм. Пурте питĕ ăшă кăмăллă та хаваслă, ялан йывăрлăхра пулăшма хатĕр-скерсем.

Çапла «Алабуга-ТОП» проектран пысăк ĕç тата пурнăç опычĕ илнисĕр пуçне, вăл мана ырă туйăм тата çĕнĕ туссем парнелерĕ. Ку чăнласах та питĕ «чăнкă» проект. Çамрăксене хăйсене кăтартма, çу кунĕсене усăллă ирттерме, хамăр вăйпа укçа ĕçлесе илме пулăшать.

Артем ИВАНОВ,

Тăвайри вăтам шкул, 11 «б» класс

Поделиться:
Распечатать