Енĕш Нăрваш библиотекинче çуллахи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿл- лĕн интереслĕ мероприятисем иртрĕç. Вĕсене ытларах Енĕш Нăрваш шкулĕ çумĕнчи çуллахи лагерьти икĕ сменăна çÿренĕ ачасем активлă хутшăннине палăртас килет.
Чăваш çĕршывĕ çинчен ăс-тăн турнирĕ, Раççей ялавне халалланă патриотизм сехечĕ, спаспа пуян авăн уйăхĕ, кĕнеке вулама юратакансен кунĕ... Чи малтанах, паллах, патриотла тематикăна çутатассине пысăк пĕлтерĕше хунă.
Ачасем валли библиотекăра сĕтелçи вăййисем йĕркеленĕ. Вĕсен шучĕ вуннăран та иртет. Халĕ пушă вăхăтра та, уроксем хыççăн та ачасем юлташĕсемпе пуçтарăнса вулавăша васкаççĕ. Кунта вĕсемшĕн усăлли темĕн чухлех. Библиотека хăтлăхĕпе те илĕртет ял çыннисене.
«Чăваш Енри хаваслă кунсем» проектпа çулталăк тăршшĕпех ачасене пур енлĕн аталанмалли мероприятисенчен пуян пулĕç. Вĕсене малалла та тăсма йышăнтăмăр.
Зоя МИЖЕЕВА,
библиотекарь