1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 14:56

Вăрмана упратпăр

Чăваш Енре Пĕтĕм Раç-çейри «Вăрмана упрар» акци пырать.

Ку проект çĕршывра 2019 çултанпа пурнăçланать. Унтанпа çынсем акцие çулленех хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Чăваш Енре 60 пине яхăн хыр тата лиственница лартнă.

Хальхинче акци сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă округĕн- че пуçланнă. Шăмăршă салинчи тĕп тÿремре Çĕпĕр юманĕн 10 тата йĕплĕ чăрăшăн 10 хунавне лартнă. Республикăри пур муниципалитет округĕ те акцие хастар хутшăнĕ. Мероприяти октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Улатăр вăрманлăхĕнче вĕçленĕ. Пĕтĕмпе кăçал 60 пин йывăç лартма палăртнă.

Поделиться:
Распечатать