1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 10:04

Врачсем йышăнаççĕ

 

 

«Сывлăх патне - утăм» проектпа килшÿллĕн шурă халатлă ĕçченсем Тăвай муниципалитет округĕнчи 14 ял территорийĕнче пулнă, пурĕ 1569 çынна йышăннă.

Çак эрнере «Сывлăх пунктĕнче» медицина ĕçченĕсем Ураскассинче пурăнакансене тĕрĕсленĕ. 102 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ тухтăрсем патĕнче.

-Тата хăш вырăнта тĕрĕс-ленме пулать-ши сентябрь уйăхĕнче; - пĕлесшĕн Тăвай ялĕнче пурăнакансем.

«Магнит» суту-илÿ çурчĕ патĕнче сентябрĕн 10-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен сывлăха тĕрĕслеттерме май пулĕ. Тĕрлĕ анализсем парса тĕрĕсленнисĕр пуçне, терапевт, стоматолог, хирург, акушер-гинеколог йышăнĕç. Шупашкарти медицина учрежденийĕнчи куç врачĕ патĕнче те тĕрĕсленме май пулĕ.

Татьяна ИГНАТЬЕВА

Поделиться:
Распечатать