Тĕмерти культура çуртĕнче ăс-тăн тата сăмах уявĕ иртрĕ. Ăна хутла вĕренмелли куна халалланă. «Кил хуçи хĕрарăмĕсем» клуба çÿрекенсем хутшăнчĕç викторинăна.
Çак кун историйĕпе паллаштарнă хыççăн тупăшу пуçланчĕ. Пĕлÿ пухма нихăçан те кая юлман - çак шухăш палăрса тăчĕ ыйтусене хуравланă, заданисен тупсăмсене пĕлнĕ майăн. Тупăшура вара туслăх, хавхалану, пĕр-пĕрне пулăшма ăнтăлни курăнса тăчĕ.
«Пире викторина питĕ килĕшрĕ. Эпир шкултан вĕренсе тухнă хыççăн темиçе çултан правилăсене пĕрле аса илсе кăткăс та «чее» заданисене тавçăрса илтĕмĕр. Чăваш тата вырăс чĕлхисем чăнах та илемлĕ пулнине курса ĕнентĕмĕр. Çамрăксене хамăр чĕлхене юратма, йăла-йĕркене, культурăна упрама вĕрентмелле.
Малашне те çакăн пек конкурссем кĕтетпĕр. Хаваспах хутшăнатпăр»,- терĕç пултаруллă хĕрарăмсем.
Анна ЗАЙЦЕВА,
культура ĕçченĕ