Юн пусăмне, чĕре таппине тонометрпа виçнĕ чухне варринчи кăтарту мĕне пĕлтерет-ши; Çакăнпа ытларах аслăрах ÿсĕмрисем, çавăн пекех çамрăксем те кăсăкланаççĕ.
Пĕрремĕш цифра - юнри систологи пусăмĕ - чĕре пĕрĕннĕ вăхăтра пулать. 140-рен пĕчĕкреххи çитĕн- нĕ çыншăн йĕркеллĕ шутланать.
Иккĕмĕш цифра - дистологи пусăмĕ - чĕре таппинчи хушă, чĕре «каннă» вăхăтра палăраканни. Килте виçнĕ артери пусăмĕ чылай чухне врач патĕнче виçнинчен пĕчĕкрех пулать. Килте хăвăр тĕллĕн виçни 135-85 виçерен сахалрах пулни аванрах.
Гипертони - артери пусăмĕ ÿсни. Чылайăшĕ хăйĕн артери пусăмĕ пысăк пулнине пĕлмесĕ-рех çÿрет. Анчах давлени калама çук пысăк ÿс- се кайсан артерисем тата питĕ кирлĕ органсем сиенленеççĕ. Çулсеренех çĕр чăмăрĕ çинче юн пусăмĕ пысăк пулнипе 7 млн çын вилет тата 1,5 млрд çын нушаланать. Гипертони чĕре чирĕсене, диабет тата пÿре чирĕсене пуçарать.
Юн пусăмне чакаракан препаратсенчен чылайăшĕ чĕре приступĕпе инсульт пуласран та сыхлаççĕ.
Анчах эмеле тухтăр çырса парсан çеç ĕçмелле. Юн пусăмĕ йĕркеллĕ пулмашкăн ăна яланах ĕçмелле. Эмел ĕçнĕ вăхăтра та артери пусăмне виçсе тăмалла.
Мĕнле виçмелле;
Тĕрĕс виçес тесен, малтан лăпланмалла. Чей, кофе ĕçмелле мар, виçиччен çур сехет маларах вăй парса ĕçлемелле мар* хыçлă пукан çине сĕвĕнсе тÿрĕ лармалла. Аппарат чĕрепе пĕр шайра пулмалла. Чавса тĕлĕнчен хутлатнă алă сĕтел çинче меллĕ выртмалла.
Урана та, алла та хĕ-реслемелле мар. Виçнĕ вăхăтра калаçма, телевизор пăхма, радио итлеме, апат çиме юрамасть. Манжет хĕрри чавса хутланнă тĕлтен 2 см çÿлерех пулмалла, аппарачĕ вара - чĕрепе пĕр шайра. Виçиччен тата виçнĕ хыççăн 4-5 минут лăпкă лармалла. Давление пĕр вĕçрен 2-3 хут виçсе кăтартăва çырса хумалла.
Юн пусăмĕ кун тăршшĕн-че улшăннине кура ăна кашни кун пĕр вăхăтра виçме тăрăшмалла. Ирпе тата каçпа виçме сĕнеççĕ.
Ытларах хускалмалла
Этем ÿт-пĕвне тăтăшах хускалмалла тунă. Юн пусăмĕпе çыхăннă йывăрлăхсем ан пулччăр тесен пĕрмаях утмалла-çÿремелле. Ларса ĕçлетĕр пулсан кашни сехетрен сĕтел хушшинчен тухса алăк патне те пулин кайса килмелле. Уçă сывлăшра, урамра-пахчара, кил картинче çÿренине-ĕçленине нимĕн те çитмĕ.
Пылак çимелле мар
Апат-çимĕçе сахăр хушни юн пусăмне ÿстерет. Çăкăр тата сахăр юна пылаклатаççĕ. Гипертонипе аптăракансен сахал углеводлă диета çине куçмалла.
Рационра ытларах калипе пуян çимĕçсем пулмалла: ешĕл çимĕç, помидор, дыня, банан, апельсин, абрикос, мăйăр, сĕт, йо-гурт, тунец, лосось.
Чи кирли - туртма тата эрех-сăра ĕçме пăрахмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем артери пусăмне ÿстереççĕ, юн тымарĕсене сиенлеççĕ.
Вера КОЗЛОВА,
терапевт