1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 16 Сентябрь 2025 г.
16 сентября 2025 г. 9:57

Журналист, тĕпчевçĕ, общество хастарĕ

Иван Иванович Соловьев хĕрĕх çул ытла тăван район хаçатне чунне парса ĕçлерĕ. Сăмаха çивĕч туякан, унпа тирпейлĕ усă куракан пултаруллă журналистсенчен пĕриччĕ пирĕн хушăмăрта. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн килнĕ çут тĕнчене - 1945 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Кивĕ Пуянкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ - колхозниксем. Амăшне астунă эпĕ, ашшĕне вара пĕлмен, вăл тăван ялĕнче колхоз председателĕ те пулнă.

Тăвайри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Мордва патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Унтан вăл ют çĕршыв чĕлхин учителĕ, филолог пулса тухнă, тĕрлĕ çĕрте ют çĕршыв тата чăваш чĕлхисене, истори вĕрентнĕ ачасене.

1972 çулта ăна райхаçат редакцине чĕнсе илнĕ. Вăл çырусен пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă. Эпĕ Николай Алексеевич Кадикин тĕп редактор çине тăнипе хаçатра унран пĕр çул каярах – 1973 çулхи кĕркунне ял хуçалăх пайĕн литература сотрудникĕн- че ĕçлеме тытăнтăм. Манăн та çырас туртăм пурччĕ, шкул саккинченех республикăри «Пионер сасси», «Хĕлхем» тата район хаçачĕсемпе çыхăну тытаттăм. Паллашрăмăр Иван Ивановичпа, туслашсах кайрăмăр. Апат вăхăчĕсенче унăн калавĕсене, ытти хайлавĕсене вулама, хак пама, кирлĕ пулсан, сĕнÿ-сем, тÿрлетÿсем кĕртме килнех каяттăмăр. Кашни йĕркене тенĕ пек тимлĕ, хавхаланса сÿтсе яваттăмăр, хăйне евĕр творчество вучахĕ витĕр кăлараттăмăр. Хамăра та пулăшнă çакă малалла аталанма, сăмах вăйне-хăватне тата хакне туйма. Иван Ивановича çынсен хутшăнăвĕсем, ыркăмăллăх, туйăмсен çивĕч- лĕхĕ яланах кăсăклантарнă, вĕсене хăйĕн хайлавĕсенче, хаçат страницисенче çутатса пама тăрăшнă. Пĕрлех професси ăсталăхне те çине тăрса алла илме, хаçат чĕлхине те пултарнă таран илемлĕ литература чĕлхи шайне çывхартма, чĕрĕлĕх пама тимленĕ.

Унăн «Гоголь-моголь тата палтус пуçĕ» фельетонне, Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем - «Красная Чувашия» тата «Новый путь» колхозсен мухтавлă председателĕсем Василий Данилович Даниловпа Демьян Александрович Александров, СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина, Кивĕ Пуянкасси ялĕн историйĕпе Назаркка йăхĕ çинчен çырнă очеркĕсене вулакансем çывăха илнĕ- ччĕ. Çавăн пекех - ытти вуншар статьяпа очерка, фельетонпа калава тата тĕрленчĕксене. Вăл çырнисене юратса вуланă, вĕсем çынсене хумхантарнă, паянхи пурнăçпа ыранхи çинчен шухăшлама вĕрентнĕ. Общество пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусем халăха яланах пăшăрхантараççĕ, вĕсене пĕтермелли çул-йĕрсене тупма пулăшаççĕ.

Хаçатра вăл тĕрлĕ жанрпа ĕçлерĕ. Малта пыракан хуçалăх руководителĕсем, уй-хир ăстисем, артистсемпе учительсем, сывлăх хуралçисем çинчен çырнипе пĕрлех пурнăçăн тÿн- тер енĕсене те çутатма манмарĕ. «Хаçатра çырнă хыççăн», «Пичет витĕм- лĕхĕшĕн», «Çыру йĕрĕпе», «Мораль темипе» рубрикăсене тимлĕх уйăрнă. Ыттисемпе пĕрле «Йĕплĕ шăпăр», «Канмалли кун», «Кĕтне шевлисем» тата ытти страницăсем кăларса тăнă. Вăй-халне пĕтĕмпех хаçата пама тăрăшнă. Обществăлла корреспондентсен çирĕп ушкăнĕ пурччĕ унăн кашни ялта тенĕ пекех. Вырăна тухса вĕсемпе тĕлпулусем йĕркелетчĕ редакци. Йĕркелĕх хуралçисемпе пĕрле çĕрлехи рейдсене сахал мар çÿренĕ. Пурнăçа мĕн чухлĕ те пулин лайăхлатассишĕн, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ. Редакторсем умĕнче кăна мар, райком секретарĕсемпе обком представителĕсем умĕнче те вăл ялан хăйĕн тĕрĕс сăмахĕ çинче тăратчĕ, хăйне танлă тытатчĕ.

Иван Иванович общество пурнăçне яланах хастар хутшăннă. 1988 çултанпа пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пынипе пĕрлех тĕп редактор заместителĕ пулса та тăрăшрĕ, яваплăхĕ татах ÿсрĕ. Вăл обществăлла корреспондентсен йышне хушассипе, çамрăк корреспондентсене журналистикăна çул уçса парассипе, вĕсене аслă шкулсене ярса вĕрентсе хатĕрлессипе те нумай тимлерĕ. Сахал мар çамрăк журналистикăна çул хыврĕ çав çулсенче. Хăшĕсем практикăна та хамăр хаçат редакцинех килсе çÿрерĕç, кунта тăрăшакан журналистсен пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен диплом ĕçĕсем те çырса хÿтĕлерĕç. Чи пахи - вĕсем паян кун та хаçат редакцийĕпе çыхăну тытаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ те.

И.И.Соловьев хăй те 1976 çултанпа СССР журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Чылай çул журналистсен пĕрлĕхĕн республикăри правленийĕн членĕ пулчĕ. Республикăри хаçат-журналсемпе, вĕсенче ĕçлекен сотрудниксемпе туслă çыхăну тытрĕ. Хăй вăл, çакна вулакан та асăрханă ĕнтĕ, паянхи кунчченех чăвашла та, вырăсла та ăста çырать. Хăй вăхăтĕнче, хаçатра ĕçленĕ çулсенче, пропагандист тивĕçĕсене те тăрăшса пурнăçласа пычĕ вăл, районта лекципе çитмен ял юлман та пулĕ унăн. Пĕррехинче, астăватăп, ĕç хыççăн Киччĕ ялне çил-тăмана пăхмасăр тухса кайрĕ. Тĕнчери лару-тăру çинчен лекцисем вуланă вăл. Унăн сăнне районти тата республикăри пропагандистсен Хисеп хăмисем çине те кĕртнĕччĕ. Чăваш Республикин Аслă суд заседателĕ пулнă май, тĕрĕслĕхе хÿтĕлерĕ. Ăста шашист-шахматист та вăл. Хаçатри хастарлăхшăн район, республика тата Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕ-семпе темиçе хутчен те чысланă ăна.

Пĕрлех лайăх çемьеллĕ çын та: мăшăрĕпе, педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Галина Михайловнапа, виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç, вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшрĕç, сакăр мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук вĕсен халĕ.

Малашне те ырлăх-сывлăхлă, телейлĕ пулма çирĕп вăй-хал, вăрăм кун-çул, пысăк хастарлăх сунатпăр сана, Иван Иванович! Ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр.

 

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать