Тăвай округĕнче июль уйăхĕн вĕçĕнче «Хура çăл» çăлкуçĕ- сем» экологипе географи фестивалĕ иртрĕ. Çак территоринче кăçалхипе виççĕмĕш çул йĕркелерĕç ăна. Тĕрĕсех ĕнтĕ, çăлкуçсемшĕн тимлени — малашлăхшăн.
— Регион пĕлтерĕшлĕ мероприяти Хура çăлти çăлкуçсене упрас, хăтлăлатас ĕçсемпе кăна çыхăнман, çутçанталăка упрас, унăн еткерлĕхне сыхласа хăварас тĕллеве тĕп вырăна хума вĕрентет,— терĕç пĕчĕк сумкăсем çакнă арçын ачасем.
Паллашнăччĕ вĕсемпе — Тушкил шкулĕнчи Вадим Григорьев, Герман Васильев, Константин Кузьмин, Влад Кириллов, Леонид Ефимов çамрăк волонтерсем Светлана Гурьевна Колбасова географи учителĕ ертсе пынипе çакăн пек фестиваль-акцисене пĕрре мар хутшăнаççĕ иккен. Хальхинче те территорие тасатма хутшăнса çÿп-çапсене михĕ- сене хăвăрт тултарчĕç.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Симĕс Раççей» экологи акцийĕ пуçланать. Тушкил шкулĕн-чи çутçанталăк тусĕсем кăçал та тавралăха симĕс-летес ĕçсен вăхăтĕнче пурнăçламалли ĕçсене палăртнине пĕлтерчĕ шкул директорĕ Елена Емельянова.
Раиса ШУМОВА