1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:55

«Халăх ырлăхĕшĕн»

«Халăх ырлăхĕшĕн»

Чăваш Республикин суйлавĕ вăхăтĕнче Тăвай муниципалитет округĕнче 24 суйлав участокĕ ĕçлерĕ. 2522-мĕш участокра (кунта Чÿкçырмипе Вăрманхĕрри ялĕсем кĕреççĕ) комисси членĕсем (сăн ÿкерчĕкре) пĕрремĕш çул кăна мар çак яваплă тивĕçе пурнăçлаççĕ.

Тухса çÿрейменнисене килĕсене кайса сасăлаттарнă. Вăрманхĕрринчи Анастасия Никитична Никитина 1932 çулта çуралнă, ялта чи ватти.

«Халăх ырлăхĕшĕн, чăвашлăхшăн тăрăшакан Олег Алексеевич Николаевшăн сасăлатăп»,— терĕ ĕç ветеранĕ бюллетене урнăна янă май. «Ял ĕçченĕ» хаçата юратса вулаканскер, Олег Николаевăн: «Аваллăха упраса Чăваш Ене аталантаратпăр!» текен чĕнĕвĕ питĕ кăмăла кайнине каларĕ.

Андрей Хаймуллин комбайнера тырă пуссине кайса сасăлаттарнă. Артем Дмитриев çамрăк пуçласа суйлава хутшăнса хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçларĕ.

Суйлава дистанци мелĕ-пе хутшăнакансем 86 çын пулчĕ, ДЭГ майĕ меллĕ пулнине палăртрĕç. Çапла граждансем тĕрлĕ майпа сасăлама пултарчĕç. Пысăк активлăхпа хутшăнчĕç суйлава.

Поделиться:
Распечатать